21 января 2020 г.
“Чулпа перекене çăкăрпа пер”, — тенĕ авалах. Анчах та хытă кỹреннĕ, вĕчĕрхеннĕ, инкекĕсенче мĕн пур çут тĕнчене айăплама хатĕр çын çак тĕрĕслĕхе ниепле те йышăнаймасть. Ăшри хура туйăмсене ыттисенчен пытарас тесе çемçен, йăвашшăн, çынна килĕшмелле калаçсан та чăнни çиеле тухатех. Тыткаларăшра, ĕçре палăрать вăл. Тепри, калăпăр, туйăмĕсене уççăнах палăртать. Шалта халиччен мĕн калани вăрттăнлăх пулма пăрахать. Хăйне алăра тытаймасăр вĕчĕрхенет, пĕлĕшĕсене е тус-юлташĕсене ура хурать. Çав хушăрах вĕсене мар, хăйне ытларах сиен кỹрет. Хăйĕн сывлăхне хавшатать. Пурнăçĕ кунран-кун юхăнса пырать. Ку питĕ хурлăхлă... Паллашар-ха ытарлă халаппа. “Пĕр çын пысăк та илемлĕ çурт туяннă. Улма-çырла пахчи те чаплă пулнă.Тăпăлкка кил-çурт аякранах курăнса ларнă, пурне те илĕртнĕ. Юнашарах вара чăлăш-чалăш кивĕ пỹртре ăмсанчăк та кĕвĕç чунлă этем пурăннă. Ăнăçуллăрах арçынна пит курайман вăл. Ялан такăнтарма тăрăшнă. Ăна алăк патне çỹп-çап пăрахса панă е тата та мĕнле те пулин сăтăр тунă. Пĕр ир уйрăмах савăк кăмăлпа вăранса кайнă пускил, крыльца çине тухнă. Унта мăшкăлтăк шывĕпе тулли витре ларнă. Арçын ăна тăкнă та савăта çап-çутă çуса тасатнă. Витрене садĕнчи чи хĕрлĕ, тутлă пан улмипе тỹпелесе тултарнă та чухăн кỹрши патне çул тытнă хайхискер. Алăкран шакканине илтсенех: “Тинех тарăхтарса çитертĕм каппайчăка”, — тесе шухăшласа илнĕ лешĕ. Çилли тулса килнипе вăрçăнма хатĕрленсе пỹрт алăкне уçнă вăл. Анчах теветкеллĕ çын пачах та хирĕçес-çапăçас тĕллевлĕ пулман. “Кам мĕнпе пуян, çавна тепринпе пайлать”, — тенĕ те пĕр витре пан улми тăсса панă. Пурнăç пирĕн ума кунсерен кăткăс вуншар лару-тăру кăларса тăратать. Пур чухне те хамăра тивĕçлĕ тытатпăр-ши? Çывăх çынсене каçарма, ăнланма тăрăшатпăр-ши эпир? Е чунра хура туйăмсене амаланма ирĕк паратпăр? Мĕн пур ырă ене ачаранах аталантармалла, сиенлĕ йăласенчен вара хăпмалла тесе çирĕплетеççĕ психологсем. Урăхла каласан, ытарлă халапри ырă кỹршĕ пек пулма ăнтăлмалла. Усăллă кĕнекесем вулани, ỹкерни, хавхалантаракан юрăсем итлени, юратнă çынсемпе час-час хутшăнни, çут çанталăк илемĕпе киленни, пултарулăха тимлĕх уйăрни тата ытти çак ĕçре пулăшĕç. Тĕнчене улăштарма çынсене тиркенинчен, вĕсене ăмсаннинчен мар, хамăра тĕрĕс хак панинчен, ĕнерхинчен лайăхрах пулма тăрăшнинчен пуçăнмалла. Вара кашни кунах пирĕн пурнăçа çĕнĕ варкăш илсе килĕ. Ку вăл — ырăлăхпа телей. Чи пĕлтерĕшли — ăна асăрхама çеç пĕлер.
М. Романова.