21 января 2020 г.

Район хаçачĕ тухнă 85 çул хушшинче унăн 16 редактор (халĕ тĕп редактор тетпĕр) улшăннă. Паян ун тивĕçĕсене пултаруллă журналист Ю.З. Борисов пурнăçлать. Ку статьяри сăмах çав ĕçе чыслăн та кăтартуллăн туса пынă ентешсенчен пĕрин — Л.С. Семенов хаçатçă, сăвăç, салтак çинчен. 1975 çулта мана, Патăрьел район хаçатĕнче 4 çул ытла ĕçленĕ хыççăн, хамăр Красноармейски район хаçачĕн редакторĕн çумне çирĕплетрĕç. Ленин урамĕнчи кирпĕч çуртри уйăрнă хваттерпе юнашар çутă сăнлă, çỹхерех питлĕ, кĕмĕлленме пуçланă çỹçлĕ, 55 çулхи арçын, çемйипе (унăн малтанхи мăшăрĕ вырăс хĕрарăмĕ Е. Родина ир пурнăçран уйрăлса кайнă пирки кил хуçи РФ тава тивĕçлĕ учителĕпе Ю. Филимоновăпа кил ăшшине тупнă) кун кунлатчĕ. Ку вăл районти халăх контроль комитечĕн председателĕнче ĕçлекен Лука Семенович Семенов пулчĕ. Пĕрле пурăннă май ун çинчен ытларах та тĕплĕнрех пĕлме пуçларăм. Шахмăт вăййипе хытă интересленетчĕ. Лука Семеновичшăн район хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕ те çывăх иккен. Ăна унччен редакцире ертỹçĕре те ĕçлеме тỹр килнĕ. Кунпа пĕрлех вăл сăвăсемпе интересленнине те пĕлтĕм. Вĕсене хăй те хайлатчĕ. Кирек хăçан та сăвă шăрçаласан, ăна тỹрех мана вуласа кăтартатчĕ. Сăввисем лайăхчĕ, тỹрех кăмăла каятчĕç. Каярахпа район хаçатĕнче кун çути куратчĕç. Çулсем иртнĕçемĕн, вĕсем чылаях пухăнса кайрĕç. 1997 çулта, хам редакторта ĕçленĕ чухне, райхаçат çумĕнче унăн сăввисен пуххине "Атте-анне пилленĕ ен" ятпа уйрăм кĕнекен пичетлесе кăлартăмăр (2000 çулта çавăншăн автора Нестер Янкас ячĕллĕ премипе чысланăччĕ). Мана вăл ăна çак сăмахсемпе çырса панăччĕ: “Манми тус-тăвана — Прокопьев Ивана Сунап телей те ăнăçу. Хаваслă пултăр пурнăçу. Çуралччăр çепĕç сăввусем, Янраччăр санăн юррусем. Лука Семенов. 9.11.97” Каярахпа хаклă ветеран-ентеш Вениамин Тимаковăн “Сăмах илемне туйса” ятлă кĕнекине те парнеленĕччĕ. Вăл сăвă çырма вĕренмеллискерччĕ. Çав кĕнекене вăл тимлĕн вулани паллă пулчĕ. Страницăсенчи йĕркесене пĕтĕмпех аялтан туртса тухнăччĕ. Л.С. Семенов Етĕрне уесĕнчи Васнар (халĕ Красноармейски районĕ) ялĕнче 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Трак вăтам шкулĕнчен “5” паллăсемпе вĕренсе тухнă. А. Гурьев (Эшкер Толь) учитель-сăвăç пуçарнипе шкулта “Çамрăк вăй” литература журналĕ тухса тăнă. Унăн редакторĕ шăпах Лука Семенов пулнă та. Редакторăн малтанхи хăнăхăвне унта илнĕ вăл. Пирвайхи сăввисене çав журналта тата республикăри “Пионер сасси” хаçатра пичетленĕ. Ентеш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Бакури зенитлă çар училищинчен вĕренсе тухнă. Аслă лейтенант-зенитчик Çĕнтерỹ кунне Хĕвел тухăç Пруссире кĕтсе илнĕ. Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденне, чылай медальсене тивĕçнĕ. Тискер фашизм хĕн-инкек Пайтах тỹстерчĕ вут-хĕмре. Ан актăр вилĕм вăрçă тек — Мир пытăр ĕмĕр-ĕмĕре! çырнă вăл "Шанатпăр" ятлă сăввинче. Унăн тăван çут çанталăка савса çырнă сăвăсем те сахал мар. Пĕрне, “Чĕрĕ палăк” текеннине, Маття вăрманне халалланăччĕ. Ят панă халăх вăрмана, Çын ячĕ вăл, туятăр-и? Çав ят чыслать хуралçăна _ Вăрман чĕр палăк пултăр-и? “Мăн Шетмĕ ỹпкевĕ” сăвăра асăннă юхан шывăн ĕлĕкхипе хальхийĕ курăнса тăрать. Автор çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курма чĕнет. Вăл районти пултаруллă ентешсене Леонид Антонов, Владимир Харитонов сăвăçсене, нумай йăмра лартса ỹстернĕ Лев Трофимова (“Тав тăватпăр тайăлса”), Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу фермин ĕне сăваканне Клавдия Павловăна (“Таймапуç ĕç паттăрне!”), шур халатлисене, ача-пăчана (“Кимĕçсем”, “Чĕнет хаваслă шкул”, “Эпир — сылтăм флангрисем”, “Савăнăç”, “Вăйăра”, “Кăсăя”) халалласа та сăвăсем калăпланă. Мана та хамăн юбилейсемпе саламласа сăвăсем шăрçаласа парнеленĕччĕ. Л. Семеновăн Сталин ячĕллĕ колхозра (Васнар ялĕ) пахча çимĕç бригадине ертсе пыма та тỹр килнĕ. Нимле ĕçрен те ютшăнман: районти культура çурчĕн директорĕ, культура пайĕн инспекторĕ, парти райкомĕн пропагандисчĕ, парткабинет ертỹçи, организациллĕ пай пуçлăхĕ (ку тивĕçе партин Красноармейски тата Çĕрпỹ комитечĕсенче те пурнăçланă), ял хуçалăх управленийĕн кадрсемпе ĕçлекен аслă инженерĕ. 15 çул хушши мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех районти халăх контроль комитетне ертсе пынă. Мирлĕ ĕçри хастарлăхне вара унăнне “Ĕçре палăрнăшăн” медальпе, ытти чылай наградăсемпе палăртнă. Литература енне чун-чĕрипе туртăннăран, вăл хăй райхаçат редакцийĕнче ĕçленĕ тапхăра хумханса аса илетчĕ. "Хаçат эп ĕçленĕ чухнехи чи ырă вăхăтсенчен пĕри маншăн, пултарулăхпа хĕрỹ ĕç тапхăрĕ" тесе пĕр ỹстермесĕр каласа паратчĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Ку шухăша вăл хăй райхаçатра 1994 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче пичетленĕ “Хаçатăм, çамрăклăхăм” статьяра та аван палăртнăччĕ. Лука Семенович Семенов район хаçачĕн (ун чухне вăл “Коммунизм çулĕпе” ятпа тухса тăнă) вуннăмĕш редакторĕ пулнă. Ку ĕçре 1952-1953 тата 1956-1960 çулсенче вăй хунă. Авторсемпе ĕçленĕ. Редакцие килнĕ çырусене якатса "кондицие" çитернĕ. Хаçатра пичетленĕ. Ун чухне редакторăн пĕр вăхăтрах издательство цехне те ертсе пыма тивнĕ. Хаçат икĕ страницăпа эрнере икĕ хут тухнă. Унăн сас паллисене алăпа наборланă. Çутă (электроэнерги) кĕртиччен çапла майпах пичетленĕ. Лука Семеновăн сăввисем çỹллĕ шайра пулнине вĕсемпе юрăсем кĕвĕлени те аван çирĕплетет. “Телей юрри”, “Пирĕн ял йăмраллă”, “Красноармейски — тăван сала” сăввисемпе Ф. Лукин юрăсем кĕвĕленĕ. И. Степановăн та унăн сăввисемпе хайланă юрăсем пур. Эпĕ те, ку ĕçпе тĕл пулнă май, “Тулă пуссинче”, “Тракторист юрри”, “Чăваш сас пачĕ космосран”, “Чĕнет хаваслă шкул”, “Водитель”, “Йăмра” сăввисемпе юрăсем кĕвĕлерĕм. Шел, чылайăшне автор хăй пурăннă чух илтсе юлаймарĕ (вăл 2004 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ). “Чĕнет хаваслă шкулпа” “Тулă пуссинчине” районти культура çуртĕнче манăн 2015 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи пултарулăх каçĕнче “Заволжский” клубăн ачасен ушкăнĕпе (ертỹçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Дмитриев) районти çамрăксен ача-пăча искусство шкулĕн дуэчĕ (ертỹçи И. Михеева) шăрантарчĕç. Каярахпа вĕсем çав çулхи “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальте те янăрарĕç, дипломсене тивĕçрĕç. Лука Семенов çинчен нумай калама пулать. Унăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн эпĕ райхаçатра “Хисеплĕ ветеран” ятлă, çуралнăранпа 90 çул тултарнă май унтах пултарулăхне тишкерсе “Тăван тавралăх юрăçи” статьясем пичетлесе кăларнăччĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче вăл çуралнăранпа çĕр çул çитет. Паян та эпир, чĕррисем, унăн, çыравçăн, редакторăн, фронтовикăн çутă сăнарĕ умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. И. Прокопьев.