АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волонтерсем те пулăшĕç

21 января 2020 г.

2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме волонтерсем те пулăшĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнакансене вĕрентсе хатĕрлĕç. Кун пирки çĕршыври Çамрăксен ĕçĕн федераци агенствин ертỹçипе Александр Бугаевпа Росстат ертỹçи Павел Малков килĕшỹ тунă. 2020 çулта халăх çыравне 20 пин волонтер хутшăнмалла. Агенствăран пĕлтернĕ тăрăх, ырă тăвакансем пĕлтерĕшлĕ мероприяти пирки ăнлантарупа информаци ĕçне пурнăçлĕç, çыруçă шучĕпе кăтартусене пуçтарĕç. — Юлашки çулсенче пире волонтерсен ĕçне аталантарма пулăшакан инфратытăм йĕркелеме май килчĕ. Центрсен тата ведомствăсен хушшинчи канашĕсем пурри халăх çыравĕнче волонтер корпусĕсене уçма пулăшать. Хальхи вăхăтра пысăк проекта ырă тăвакансемсĕр пурнăçлама йывăртарах. Эпир волонтерсене çĕнĕлĕхе пуçăнма, вĕсен вăй-халне социологи ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма, çынсемпе, кун-çулпа паллашма сĕнетпĕр, — пĕлтернĕ Александр Бугаев. Волонтерсене суйласа илес, вĕрентсе хатĕрлес ĕç-хĕле Росстат ырă тăвакансен юхăмне аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ регионти центрсемпе пĕрле пурнăçлĕ. Статистика ведомстви волонтерсемпе çырава хутшăнма контракт тăвĕ, çырав ирттермелли социаллă учрежденисене палăртĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика