17 января 2020 г.

Çамрăксен командисем хушшинче мини-футбол енĕпе район администрацийĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Раштав турнирĕ иртнĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх, экологи, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ С. Григорьев саламланă. Ăмăртăва 7 команда — “Тусай”, “Ред-Шиша”, “Грачи”, “Спарта”, “Шатьма”, “Вольник”, “Унга” хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре малти виçĕ вырăна “Спарта”, “Грачи” тата “Шатьма” командăсем тухнă. Унта И. Терентьев (“Спарта”) “Чи лайăх бомбардир”, А. Россейкин (“Грачи”) “Чи лайăх вратарь”, Д. Величко (“Шатьма”) “Чи лайăх хỹтĕлекен”, Е. Дубров (“Спарта”) “Чи лайăх вылякан” ята тивĕçнĕ.