АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тури Пăрнашра çунат сарнă

17 января 2020 г.

Мĕн авалтанпа тăрна куçĕ евĕр Юнкă юхан шывĕ Тури Пăрнаш ялĕ çуммипе авкаланса, шăнкăртатса юхать, пахча-çимĕç туса илме майсем парать. Хăйĕн йăлтăркка шевлине хĕвел пайăркисемпе капăрлатса çыран çинчи пин-пин чечек çине сапалать, таврана тутлă шăршă сарăлать. Шывра хĕвĕшекен йăлтăркка та самăр çăрттансем — çут çанталăк парнеленĕ пурлăх. Юнкă шывĕн çыранĕсем хĕррипе хунав янă хăвалăхра ăтăрсемпе кайăк-кăвакалсем иленнĕ, вĕсем кунта чĕпĕ кăларса йыш хушаççĕ, ăшă туйăм вăратаççĕ. Çак тăрăхри ăстасем хỹхĕм хунав хушнă хăваран лăпăсемпе карçынккасем тата хуçалăхра кирлĕ ытти ĕç хатĕрĕсем ăсталаççĕ. Çывăхрах вĕçĕ-хĕрри çук сарăлса ларакан Кăтшай вăрманĕ. Симĕс тум тăхăннă хыр, чăрăш, йăрăс вуллă хурăн йывăççисем тỹпенелле кармашаççĕ, хăйсен илемĕпе Турипе Анатри Пăрнаш ялĕсене çупăрлаççĕ. Вăрманта кайăксем юрлани, куккуксем чарăна-чарăна авăтни, вăрман уçланкинчи илемлĕ чечексем çинче вĕлле хурчĕсем сĕрлени — ĕмĕр манăçми самант. Кăтшай вăрманĕ хăйĕн илемлĕхĕпе çеç мар, хăмла-кăмпипе, палан, çĕр, хăмла çырлисемпе, сарă мăйăрĕпе те пуян. Кăтшай вăрманĕ çывăхĕнче II Кĕтерне патша Çĕпĕре кайнă çулăн паллисем паянхи куна çити сыхланса юлма пултарнă. Юмахри пек асамлă та илĕртỹллĕ çак вырăна ытарайман та ĕнтĕ Пантти таврашĕ. Вĕсем çак çĕр çинче тымар ярса пурăнаççĕ. Етĕрне районĕнчи 33 киллĕ Тури Пăрнаш ялĕнче пурăнса ирттернĕ ĕмĕрне Серафим Ефимович Пантилов (1921.08.02-1983.08.11). Патвар, илемлĕ яш каччă çитĕннĕ ялта. Ăс-тăнран çивĕч, ал ăсти, ят-сум çĕнсе илнĕ хисеплĕ çын шутĕнче пулнă. Нумай çул хушши уй-хир бригадирĕн тилхепине çирĕп алра, чун-чĕре ăшшипе, пур кăмăлтан тытса пынă. Нихăçан та алă усса ларман. Çулсеренех килти хушма хуçалăхра ĕне-выльăх, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал, сурăх çитĕнтерсе кил-йыш валли çеç мар, аш-какайпа халăха та тивĕçтернĕ вăл. Ăста платник пулнăран тăван кил-çурта, тус-тăвансене, ял-йыша сахал мар çурт-йĕр çавăрса панă. Алăк, чỹрече таврашĕсене эрешлесе илемлетессипе те палăрса тăнă. Çăпата хуçасси, çава туптасси, кĕрепле-кĕреçе ăсталасси те юратнă ĕçĕ пулнă. Мĕн чухлĕ лăпă-карçынкка туса паман-ши вăл кỹршĕ-аршăсене? Хаяр вăрçă вуттинче те ăшаланнă вăл, самай терт-нушине тỹснĕ, çапах та Турă пилĕхĕпе тăван киле çитме вăй-хал çитернĕ вăрçă паттăрĕ. Ахальтен мар-тăр унăн кăкăрне орден-медальсем илем кĕртнĕ. Ĕнерхи салтак — Серафим Ефимович — мирлĕ пурнăçа кỹлĕнет. 1947 çулта кỹршĕ ялти — Анат Пăрнашри хĕр-пикепе — Зоя Гавриловнăпа (1924.03.24- 1985.03.30) çемье çавăрса 6 ачине: Сашăна (1948.04.20), Гальăна (1950.01.20), Сергея (1951.12.10), Маргаритăна (1954.01.02), Лизăна (1956.03.21), Николая (1958.08.15) кун-çул пиллесе, ачаранах ĕçе вĕрентсе çитĕнтернĕ. Зоя мăшăрĕ çемье тĕвĕленĕ хыççăн юнашар ялти кĕпе-йĕм, ăшă çи-пуç çĕлекен цехра вăй хурса халăха тивĕçтернĕ. Хăй мĕн тивĕçлĕ канăва (1974) тухичченех “Паха тĕрĕ” фабрикăра вăй хунă. — Хаклă аннеçĕм ку енĕпе хăй те ăстаçă пулнă. Тĕрлесе илемлетнĕ тутăрĕсене арчара типтерлĕ тытса усрани халĕ те куçăм умĕнче. Эпĕ хам та аннеçĕм ĕçне килĕштерсе тĕрĕ тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма мĕн ачаранах тытăнса халĕ те çак ырă, пархатарлă ĕçе алран вĕçертместĕп, ватлăхри канăçа çакăнта куратăп, — тет Галина Серафимовна. Галина Серафимовна Семенова (Пантилова) çемьере иккĕмĕш ача, 1950 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Тури Пăрнаш ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Хисеплĕ, чун уççиллĕ ветеранпа суту-илỹре нумай çул хушши пĕрле вăй хутăмăр, ăна 70 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп. Гальăн ыттисенчен аслăраххи пулнăран шăллĕ-йăмăкĕсене пăхма тивнĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕсем каярахпа хăйсен пурнăçне милици (халĕ полици) ĕçĕпе çыхăнтарнă. Йăмăкĕсем — Лиза — тăван ялти хуçалăхра (халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук, çамрăклах сарăмсăр çĕре кĕнĕ) вăй хунă, Рита ветеринари ĕçне кỹлĕнсе ĕмĕрне хăй кăмăлланă ĕçĕнче тимленĕ. — Аттепе анне хуçалăх ĕçĕнчен пушă вăхăтра суту-илỹ тума Аçтăрхан е Чулхула таранах кайса çỹретчĕç. Ыхра-сухан, аш-какай сутма Шупашкарта та час-часах пулнă. Эпир те, ачисем, пулăшаттăмăр вĕсене. Сутуçă ĕçне çавăнтан килĕштертĕм пулас, — сăмахлать Галина. Çапах та 8 класс хыççăн вăл Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче хатĕр продукцие йышăнакан контролерта вăй хурать, çав хушăрах каçхи вăтам шкулта вĕренет. Хăйпе пĕрле вăй хуракан тантăшĕ сĕннипе Чĕмпĕрти кĕнеке техникумĕнче ăс пухать. 1972 çулхи çурла уйăхĕнче Гальăна направленипе Красноармейски районне яраççĕ. Кунта вăл кĕнеке сутас енĕпе ĕçлекен товаровед ĕçне кỹлĕнет. Хăй те вулама юратнăран питех те килĕштерет ку ĕçе. Пултаруллă хĕре тепĕр икĕ çултан яваплăрах ĕç шанса параççĕ, райцентрти универмагра туптама тытăнать çак ĕçе хастар чĕреллĕ сутуçă. Ку йышра пĕрле тимленĕ хăйĕн наставникне — К. Ивановăна паян та ырăпа аса илет Галя. — Калерия Александровна райпо правленийĕн председателĕн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен çумне ларсан, заведующи тивĕçне пурнăçлама мана шанчĕç. 1986 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ универмаг хута кайсан, унăн директорĕ пулма мана çирĕплетрĕç. Универмаг коллективĕ кăштахран хуçалăх расчечĕпе тимлеме тытăнсан, райпо правленийĕн йышăнăвĕпе универмаг директорĕн должноçне пĕтерсе мана товаровед ĕçне шанса пачĕç. 1992 çултанпа 2014 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен, хам тивĕçлĕ канăва тухиччен, 22 çул хушши, вĕри тар юхтарма тиврĕ. Килтен кăвак çутăлла тухса каяттăм та сĕм çĕрлене юлни темĕн чухлех пулнă. Тавар шыраса республика тулашне те час-часах тухса çỹреме тивнĕ. Мускав облаçĕнче, Кировра, Чулхулара, Сухумире, Чĕмпĕрте, ытти хуласенче тăтăшах пулнă эпĕ. Таварсене вĕсене туса кăларакан завод-фабрикăсенчен тỹрремĕнех илме çине тăнă. Мĕншĕн тесен ку меслетпе тавара кỹрсе килни райпон укçа-тенкĕ илес тупăшне палăрмаллах ỹстернĕ, — тет Галина Семенова. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Галина Серафимовна Семеновăн сумлă ĕçĕ асăрханмасăр юлмарĕ. Вăл райпори ĕçтешĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тата пултарулăхĕпе ырă йĕр хăварчĕ. 1990 çулта “Совет потребкооперацийĕн отличникĕ”, 1997 çулта — Чăвашпотребсоюз правленийĕн йышăнăвĕпе "Ĕçри хастарлăхшăн" паллăпа, 1997 çулта — Центросоюз правленийĕпе патшалăх суту-илĕвĕн тата потребкооперацире ĕçлекенсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн Хисеп хучĕпе, 2010 çулта — Чăвашпотребсоюз правленийĕпе облаçри профсоюз организацийĕн пĕрлехи йышăнăвĕпе Хисеп хучĕпе, 2002 çулта — РФ "Потребкоопераци ĕçĕн ветеранĕ” медальпе, 2011 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче РФ Центросоюз Канашĕн йышăнăвĕпе “РФ потребительсен кооперацине 180 çул” медальпе чыс туни çинчен районăн çĕнĕ энциклопедийĕнче (2018) тĕплĕнрех паллашма май пур. Çемье архивĕнче ытти наградăсене те типтерлĕ упрать Галина Серафимовна. Вăл тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста, ырă чунлă, лайăх амăшĕ, кукамăшĕ-асламăшĕ те вăл. 1975 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çырмапуç Карай каччипе — Вячеслав Владимирович Семеновпа (1948.08.24—2016.01.21) çемье çавăрнă. Савнă мăшăрĕ районти яваплă ĕçсенче тимленĕ: ВЛКСМ райкомĕпе партин районти комитетĕнче, районти кино кăтартакан предприятин директорĕнче, районти çыхăну уйрăмĕн ертỹçинче. Туслă мăшăр икĕ ачине: Наталие (1977.05.01), Эдуарда (1979.03.08) çутă тĕнче илемне парнеленĕ. Халĕ вĕсен хăйсен çемйи. Наталия Журавлева — кăлпасси изделийĕсен предприятийĕн мастерĕ. Вăл Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Эдуард Вячеславович И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломĕллĕ. Аэрогеодези предприятийĕнче инженерта вăй хурать. Галина Серафимовна виçĕ мăнукĕпе йăпанса пурăнать. Дмитрий 2019 çултанпа Мускаври пĕр вĕренỹ заведенийĕн студенчĕ. Галинăн ырă чун хавалĕнче халĕ те таса çăл куç тапса тăрать. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл райпори ветерансен совечĕн членĕ, районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн юрăçи, районти тĕп вулавăш çумĕнчи "Тимлĕх" клубăн хастар членĕ, "Ял пурнăçĕ" хаçатăн çывăх тусĕ, ал ĕç ăсти, Скандинави уттине килĕштерет. Эпĕ хисеплĕ ветеранпа вăл Гурий Степанов урамĕнче пурăнакан хăтлă çуртăн пĕр хваттерĕнче курнăçса кăмăла çĕклерĕм, ăшă калаçушăн тав туса, аслă юбилейпе саламласа, алă тытса сывпуллашрăм. Г. Дубров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика