АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Снегоход” операци иртет

17 января 2020 г.

Кăçал пирĕн районта та, Чăваш Енри пекех, "Снегоход" асăрхаттару операцийĕ иртет. Вăл кăрлачăн 20-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 20-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ _ снегоходсемпе тата çул-йĕрĕн мар ытти мотохатĕрсемпе усă курнă чухне право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарасси, çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕн хăрушсăрлăхне йĕркелесси, тăван тавралăха сыхласси. Ăна ытти чухнехи пекех ЧР Шалти ĕçсен, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствисем, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕрле йĕркелеççĕ. Ю. Иванов, патшалăхăн техника надзорĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Снегоход хăй тĕллĕн çỹрекен транспорт хатĕрĕ, çавăнпа та унăн хуçин асăннă техникăна çỹретес тата пăхса тăрас енĕпе саккунсемпе правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Операци вăхăтĕнче снегоходсемпе тата çул-йĕрĕн мар ытти транспорт хатĕрĕсемпе техника тĕлĕшĕнчен усă курмалли правилăсене, регистраци правилисене пăхăннине, çул-йĕрĕн мар транспорт хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине тата унпа çула тухма ирĕк панине тĕрĕслеççĕ. Снегохода тытса пыма водителĕн тракторист-машинистăн "А-1" категорийĕн удостоверенийĕ пулмалла. Техника тĕрĕслевĕ ыйтнипе килĕшỹллĕн, çул-йĕрĕн мар мотохатĕрсен çуллен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, вĕсене огнетушительпе, медицина аптечкипе комплектламалла, водителĕн мотошлем пулмалла. Хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата çул-йĕрĕн мар мотохатĕрсене регистрацилеме çак документсем кирлĕ: хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен паспорчĕ, регистрацилени çинчен свидетельство (унччен шутра тăнă машинăсен), сутни-илни çинчен килĕшỹ, йышăнни-пани çинчен акт. Палăртнă çитменлĕхсемшĕн РФ КОАПĕн 19.22 статйин 1 тата 9.3 пайĕпе снегоходсемпе çул-йĕрĕн мар мотохатĕрсен хуçисем пирки административлă мерăсем йышăнаççĕ, унсăр пуçне вĕсемпе усă курма, транспорт хатĕрĕсене чарăну вырăнĕсене çĕр çинчи транспорт хатĕрĕсене эксплуатацилеме чаракан йĕркепе килĕшỹллĕн лартма чараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика