АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн морж

17 января 2020 г.

Çулĕсем пур ĕнтĕ Матвин. Çитмĕлти ватăн хушăран пульницăна каймасăр май çук. Ура сыпписем канăç памаççĕ, хăлхи те витĕрех мар. Пульницăри рентген кабинетĕнче çамрăк тухтăр пĕрре Матви çине, тепре компьютер экранĕ çине тимлесе пăхрĕ: — Сирĕн ỹпке кĕтессинче темле çĕвĕк пур. Хура тĕслĕ курăнать. Тахçан ỹпкепе мĕн пулса иртнĕ? — Çамрăк чух пăрлă шыва лекрĕм. Самаях чирлерĕм, — хуравларĕ ватă. — Аптрамастăн асатте. Ку çĕвĕк сывлăхшăн ытлах нимех те мар, — кăмăллăн лăплантарса калаçрĕ çамрăк. Пульницăран килелле майĕпен утнă май Матви шута кайрĕ. Çамрăкчĕ вăл ун чух. Пĕр 30 çулта пулĕ. Арăмĕ кĕпе-йĕм чỹхеме шăн пĕве хĕрне кайнăччĕ. Матви мăшăрне япаласем йăтма пулăшас шутпа унталла уттарччĕ. Сасартăк умра хĕрарăмсем кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Матви васкавлăн утрĕ, курать: пĕр ача пĕве варринчи пăрлă шывра тапаçланать. Хĕрарăмсем путакантан аяккарах пăр çинче хумханса тăраççĕ. Çỹхерех пăр ача патнерех пыма хăратать. Матвин мăшăрĕ çеç пăр хĕрне выртса аллине тăсса мĕскĕне çăлма хăтланать. Алăсем пĕр-пĕрне тытаймаççĕ, пăрĕ хăрушă ванса, çурăлса пырать. Матви чупса çитнĕ тĕле путакан юлашки вăйĕпе хашлатса тапаçланать. Вилĕм куçа курăнать пулас. Хăй те сисмерĕ Матви, çири тумтирĕпех шыва кĕрсе кайрĕ. Путакана вăл пăр çине тĕксе кăларма хăтланчĕ. Анчах ача, хăйĕн шучĕпе çăлăнăçа сиссе, Матвие пĕтĕм вăйĕпе аллисемпе ярса илчĕ. Тапаçланкаласан кусем шыв айĕнче çухалчĕç. Хăрушă туйăмпа пăлханчĕç хĕрарăмсем. “Пĕтрĕç, иккĕшĕ путрĕç”, — текен сасăсем илтĕнчĕç. Матви мăшăрĕ сăнран улшăнса кайрĕ. Матви, вилнĕ пек пулса, шыв ăшнелле куллен анса пычĕ. Ача ăнланчĕ: кунта çăлăнăç çук. Вăл аллисене пушатрĕ, çỹлелле туртăнчĕ. Тепĕр самантра унăн пуçĕ шыв çийĕнче курăнчĕ. Вăл сывласа ячĕ, пăра ватса аллине тăскаларĕ. Акă Матви те курăнчĕ. Вăл хăвăрттăн ачана пăр çинелле тĕксе ячĕ, хăй каллех шывра çухалчĕ. Хĕрарăмсем вăр-вар ачана çирĕпрех пăр çинелле туртса илчĕç. Матви каллех шывра курăнчĕ. Вăл пăр хĕрри çумне ишсе выртрĕ те йăваланса шывран тухрĕ, ним шарламасăр чуптара пачĕ килелле. Хваттере çитеспе йĕп-йĕпескерне шỹтлеме юратакан кỹршĕ асăрхарĕ. — Эсĕ тумтирпех морж пулмарăн пуль те? — Чăн-чăн морж тумтирне хывмасть, — каласа ĕлкĕрчĕ Матви васканă май. В. Усли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика