17 января 2020 г.

“Пуçаруллă бюджет” программа анлăн сарăлса пырать пирĕн Республикăра. Çакна тĕпе хурса Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Георгиевна Ефимова Çирĕклĕ ялĕнче ял халăхне пухăнмалли çурт туса лартма сĕнỹ пачĕ. Пуху ирттерсе килĕшрĕмĕр, кашни килтен 1 пин тенкĕ пуçтарма йышăнтăмăр. Ялти общество ĕçĕсене активлă хутшăнакан Иванова Луиза Валентиновна кĕске вăхăтрах 76 пин тенкĕ пуçтарса вырăнти бюджета хыврĕ. Патшалăх ун çумне 300 пин тенкĕ хушса пачĕ. Çакăнпа усă курса Григорьев Эдуард Станиславович çурта хăпартас ĕçе йĕркелесе пычĕ. Çирĕклĕ ял халăхĕ çак ĕçе хастар хутшăнни питĕ савăнтарать. Уйрăмах чунтан тăрăшакансене палăртма кăмăллă. Вĕсен шутĕнче: Л.В. Степанов, Е.С. Иванов, В.П. Иванов, А.А. Федоров, К.М. Степанов, С.Г. Григорьев тата ыттисем те. Вĕсене ĕç вăхăтĕнче вĕри апат-çимĕçпе хăналакансене те манмалла мар: Р.В. Степанова, В.Н. Григорьева, Л.В. Иванова. Вĕсем уйрăмах палăрчĕç çак ĕçре. Çапла майпа Çирĕклĕ çыннисем пĕрле пухăнса татах та нумай ĕçсем пурнăçласса шанса тăратăп. С. Филиппов.