АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Виççĕмĕш пĕвене тумаллахчĕ…”

17 января 2020 г.

Çут çанталăка упрас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче? Паян мĕн тăваççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама “Нива” совхоз директорĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче чылай çул вăй хунă, пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ паллă агронома Николай Семенова ыйтрăмăр. “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче тарăн çырма питĕ нумай. Танăш ялĕнчен пуçласа Ванюшкассине çитиччен 5-6 çырма урлă каçас пулать. Çак çырма-çатрана Чатукасси еннелле каякан çул хĕррипе йăлт çатан картасем тытаттăмăр. Çырма-çатра, вар пуçĕсене, шыв юхса анакан вырăнсене тракторсемпе кирлĕ пек типтерленĕ. “Сельхозтехникăра” ĕçлекен Герман Федоров питĕ пултаруллă трактористчĕ. Ку енĕпе питĕ нумай пулăшрĕ вăл пире. Очкассинчен пулнăран Пшонкă, Ванюшкасси çырмисене лайăх пĕлнĕ вăл. Дубовкăри Иван Данилов та (эпир ăна Ванюшка теттĕмĕр) ăста тракторист пулнă. Çырмасенче çине-çине пĕчĕк пĕвесем (каскад пĕвесем) пĕвеленĕ. Ăна мĕнле тумаллине механизаторсем лайăх пĕлнĕ. Герман Григорьев тепĕр чухне ятлаçа-ятлаçа хамăра та вĕрентетчĕ. Пĕтĕмпех пĕр еннелле мар-çке шыв юххийĕ, çавна йĕркелеме пĕлмелле пулнă. Çỹремен çырминче те, ытти çĕрте те çав пĕвесем пĕри те татăлмарĕç. Халĕ тахçантанпах ун пек ĕçлеме пăрахнă. Пшонкă тата Çỹремет çырмисене нумай çĕрте пысăкланса, тарăнланса каясран упраса хăвартăмăр. 1983 çулта пирĕн тăрăхра Пшонкăн пысăк пĕвине (плотина) хута ячĕç. Ăна йăлт патшалăх укçипе тунă. Строителĕсем Узбекистанран килнĕччĕ. Вĕсем патĕнче вырăнти çынсем те ĕçлетчĕç. Пĕве 43 гектар лаптăк йышăнать. 24 метр тарăнăш. Танăш пĕвине кăшт каярах, 1984-1985 çулсенче ĕçе янă. Вăл Пшонкăринчен кăшт çеç пĕчĕкрех. Эпир ăна виçĕ ертỹçĕ — Агафон Андреев (“Красное Сормово”), Федор Семенов (“Большевик”) тата эпĕ (“Нива” совхоз директорĕ) — тутарнă. Пшонкă пĕвипе Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьелсем те усă курнă. Ванюшкассисем, Пшонкăсем тата Очкассисем уйсене шăварнă. Ытларах нумай çул ỹсекен курăксем çине шыв пĕрĕхтернĕ”, — аса илчĕ Николай Семенович. Николай Семенов пĕлтернĕ тăрăх, Танăш пĕвин шывĕпе нумайрах усă курнă. Унта аякка сирпĕтекен насуссем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне ятарлă насуса трактор çине те çакнă. Ку пĕве шывĕпе “Большевик” колхозăн 3-мĕш бригади çĕр улмине вăйлă шăварнă. Танăшсемпе Çирĕклĕсем те юлман вĕсенчен. “Пысăк çак пĕвесене тутарни пирĕншĕн питĕ лайăх пулчĕ. Шăварманнипе шăварни пĕр мар. Шыв сапнă уйсенче “иккĕмĕш çăкăрăн” тата люцернăн тухăçĕ ỹссе кайрĕ. Çавăнпа Танăш уйне çĕр улми ытларах лартма пуçларăмăр. Çакна ăнланса илтĕмĕр: шăрăх чухне, кăнтăрла шăварма юрамасть культурăсене. Линза эффекчĕ пулнипе “иккĕмĕш çăкăра” çунтарса яма пултарать вăл. Çавăнпа трактор 16 сехет хыççăн пикенетчĕ те çĕрĕпех ĕçлетчĕ. Вăрнарти совхоз- техникум ун чухне орошительсене вĕрентмелли виçĕ уйăхлăх курс йĕркеленĕччĕ. Эпир унта 6 çамрăка ярса вĕрентрĕмĕр. Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ çинчех виççĕмĕш пĕве те тăвасшăнччĕ. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ ялĕн Чиркỹ урамĕ вĕçленнĕ тĕлĕнче пулмаллаччĕ. Унта шăпах юхан шывăн икĕ юппи пĕрлешет. Çак пĕвене хута ярсан “Красноармейский” совхоз уйĕсене те шăварма палăртнăччĕ. Анчах халăх кĕтỹ çỹретме вырăн юлмасть тесе ятлаçма пикенчĕ. Танăш пĕвине тусан та çырма-çатрана, улăх-çарана шыв илнĕччĕ. Сăмах май, Пшонкă пĕвине пĕвелесен те Пшонкăсемпе Кăмакалсенчен ят тивнĕччĕ. Итлемелле пулман çав манăн ун чухне халăх ятлаçнине. Тутармаллах пулнă виççĕмĕш пĕвене. Паян мана ял çыннисем тав сăмахĕ калатчĕç. Çăтмахри пек илемлĕ вырăн пулатчĕ халĕ унта. Танăшпа Пшонкă пĕвисене хăй вăхăтĕнче пĕлсе, лайăх пахалăхлă тунă. Пĕве пуçĕсем витĕр шыв ямаççĕ. Паянхи кунчченех хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Тĕрĕссипе, Кăмакал, Кĕçĕн Шетмĕ хирĕсенче эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех ансат меслетпе пăрăхсем хурса бульдозерсемпе шăвармалла тунăччĕ. Вăйлă çумăр çуса иртсен пăрăхсем çырмана юха-юха анатчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче мана парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне илсе кайрĕç те пирĕн тăрăхра уйсене шăварма пăрахрĕç, пăрăхсене вăрласа пĕтерчĕç”, — ассăн сывларĕ Николай Семенович. Николай Семенов каласа панă тăрăх, Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ 6 теçетке çул каялла тарăн пулнă. Тĕрлĕ пулă ĕрченĕ унта. Йăмпăлтак, ыраш пăтри, партас, хĕрлĕ çунатлă пулăсем... “Халĕ пулă йышĕ самаях чакнă. Шывĕ те тарăн мар. Ондатрăсем те çухалчĕç. Çуркунне Кĕçĕн Шетмĕ хăвачĕпе тĕлĕнтеретчĕ: Кĕçĕн Шетмĕ тата Кăмакал кĕперĕсене юхтарса каятчĕ. Икĕ рет свайсемччĕ унта. Çавсене шарт та шарт хуçатчĕ. Мăн Шетмĕ тата пысăкрах пулнă. Çуркунне вăл Трак кĕперне татса кайнăран шкултан Яманак урлă таврăннине аса илсе ларчĕ пĕр кун Римма аппа. Халĕ вăл та пĕчĕкленнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн юхан шывсем пĕчĕккĕн типсе пыраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Мари Республикинче экспедицире пулма тỹр килнĕччĕ. Çĕр пулăхлăхне тĕпчеме илсе кайнăччĕ пире. “Эпĕ ача чухне ак çакăнта лашана шыва кĕртеттĕмччĕ”, — каласа тĕлĕнтерчĕ ун чухне пĕр мучи. Халĕ унта шыв таврашĕ пачах çук, йăлт çеремленсе кайнă. Ĕлĕк вара вăл питĕ тарăн çырма пулнă иккен. Шыв вăйлă юхнă... Эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче “Нива” хуçалăха агрономра ĕçлеме килнĕ. Çамрăк чухне, паллах, сăнама пĕлмен. Астăватăп-ха: вырăн-вырăнпа йĕпе пулнăран çу уйăхĕ вĕçленмесĕр те уйсене кĕрейместĕмĕрччĕ. Çав вырăнсем халĕ йăлтах типрĕç. Çĕрĕн çиелти сийĕнчи шывсем пулнă вĕсем. Халĕ хăш-пĕр çăлсенче те шывсем чакнине асăрхама пулать. Ку çанталăк улшăнса пынипе пулĕ тесе шухăшлатăп. Хăшĕсем çакна вăрмансем сахалланнипе çыхăнтараççĕ. Эпир хамăр вăрмансене касса пĕтермен-ха”, — пытармарĕ Николай Семенович. Пултаруллă ертỹçĕ хăй вăхăтĕнче 140 гектар вăрман ларттарнă. Çул хĕрринчи посадкăсене паян пăхса ытараймасть ватă. Шкул çумĕнче “Çĕнтерỹ паркĕ” уçнă. Унта вĕрентекенсемпе, вĕренекенсемпе пĕрле 200 ытла йывăç лартнă. Çак ĕçпе хавхаланса Николай Игнатьев дояр хăй тĕллĕн ялта 200 тĕп йăмра лартса хăварнă. “Халĕ халăх ĕлĕкхи пек йывăç питех лартмасть. Ялсенче ытларах аслă ăрурисемпе ватăсем пурăнаççĕ. Хамăр та ватăлтăмăр ав”, — тет Николай Семенович. Çапах та вăл Пшонкăпа Танăш пĕвисемшĕн, вĕсем уншăн çут çанталăк палăкĕ пекех, савăнать. Паянхи кунчченех çуллахи вăхăтра вĕсен çывăхĕнчен халăх татăлмасть. Кам пулă тытать, кам шыва кĕрет... Кунта пулăçăсемпе сунарçăсем Шупашкартан та канма килеççĕ. Темиçе çул каялла вара Пшонкă пĕви çывăхĕнче республикăри влаç органĕсен спартакиадине те ирттернĕ. Роза Власова. (“Хресчен сасси” хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика