АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçсем ăмăртрĕç

17 января 2020 г.

Хул пуççи урлă пулă хумалли ещĕксем çакнă, алла пăр шăтармалли бурсем тытса пулăçсем Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Шăпăрлăвар ялĕ варринчи пĕве çине пуçтарăнчĕç. Кунта Хĕл Мучипе Юр пике парнисемшĕн пулăçсен хĕллехи ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Малтанах тупăшăва килнисене хресчен-фермер хуçалăх ертỹçи Э. Г. Иванов çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх сунчĕ, ăмăрту пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕр харăс 18 пулăç пĕве çинче пăр шăтарма, шăтарнă авăра куç илмесĕр вăлта хулли çинчи путăша (поплавока) выляттарма пуçларĕç. 5 сехете пынă ăмăртура тĕрлĕрен номинацисенче çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. “Пĕрремĕш пулă тытакан” номинацире С. Васильев, “Пысăк пулă” тата “Пĕчĕк пулă” хуçисем — В. Ивановпа А. Михайлов, “Чи нумай пулă тытакан” тата “Пĕрремĕш пăр шăтаракан” номинацире А. Филиппов мала тухрĕç. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн тытнă пулăран пурте тутлă шỹрпе çисе киленчĕç.Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика