АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕçлесе пыма тăрăшăпăр”, — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

17 января 2020 г.

 Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă. Унта РФ Федераци Пухăвне Раççей Президенчĕ Владимир Путин çырупа тухнине халалланă паллă пулăма хутшăннă. Яланхиллех ĕç хутĕнче çĕршывăн чи çивĕч те анлă ыйтăвĕсем пирки çырнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртса хăварнă. "Çемье туприпе йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври регионсен пуçлăхĕсемпе ĕç тăвакан влаç органĕ-сенче тăрăшакансене. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, халăхăн тупăш пайне ỹстерес, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен ытларах тĕрев куçарас, экономикăна хăватлантарас ыйтусем малти вырăнта. Сывлăх сыхлавне, вĕренỹ пайне те патшалăх енчен пулăшусем куçарма пăхса хăварнă. Мĕн пур ыйтусене тĕпрен татса пама федераци хыснинчен ытларах укçа куçарса пама йышăнатпăр, терĕ çĕршыв Президенчĕ. Социаллă ыйтусене пурнăçлассине патшалăх программисемпе çыхăнтарса пыма тăрăшассине палăртрĕ вăл. Паянхи куна илес пулсан, чылай ĕçе пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех РФ Президенчĕн Пуçарăвĕсене тĕпе хурса пурнăçланнă. Пуласлăхра тата та ĕçсем пур-ха. Шанатăп, РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене эпир туллин пурнăçласа пырăпăр. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕçлесе пыма тăрăшăпăр", — тенĕ РФ Президенчĕн Çырăвне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика