17 января 2020 г.

Трак енре хĕрсемпе каччăсен пултарулăхне аталантарас, çавна валли вĕсене хăтлă условисем туса парас тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттереççĕ. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов районти Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче пулса курнă хыççăн хăй курса ĕненнĕ. Юсав ĕçĕсем иртнĕ хыççăн вăл чылай çĕнелнĕ. Унта шалти стенасене, маччана тĕпрен çĕнетнĕ, урая, картлашкасене, кантăксене улăштарнă, çĕнĕ алăксем лартнă. Кунта хореографи залĕ уçăлнă. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Взгляд” ташă ансамблĕ А. Яковлева ертсе пынипе халĕ туллин репетицисем ирттерет. Паян залта ташă, йога тата акробатика кружокĕсем ĕçлеççĕ, логопед занятисем ирттерет. 2020 çулта районти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем малалла тăсăлмалла, çавна валли республика бюджетĕнчен 3,6 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.