АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕ В. Путин Çырупа тухрĕ

17 января 2020 г.

Раççей Президенчĕ В. Путин Çырупа тухрĕ

 Иртнĕ юнкун Раççей Президенчĕ В. Путин РФ Федераци Пухăвне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Мускаври "Манеж" тĕп куравăн залĕнче иртнĕскер шучĕпе 26-мĕш пулчĕ. В. Путин вара ку йышши Çырупа 16-мĕш хут тухса калаçрĕ. Савăнăçлă мероприятие 1300-е яхăн çын хутшăннă. Çав йышра РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе Федераци Канашĕн сенаторĕсемсĕр пуçне регион пуçлăхĕсем, министрсем, патшалăх шайĕнчи пуçлăхсем, общество деятелĕсем, журналистсем пулнă. Раççей Конституцийĕпе килĕшỹллĕн çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче шалти тата тулашри политикăн чи çивĕч ыйтă-вĕсене, çĕршывăн çывăх çулсенчи аталанăвĕн тĕп енĕсене çĕклет. Ку евĕр Çырупа пирвайхи хут Раççей Президенчĕ Б. Ельцин 1994 çулта тухнă пулнă. Ку хутĕнче В. Путин хăй сăмахне демографи ыйтăвĕсем çинче пуçланă. Вăл кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕчĕк тупăш илекен çемьесенче 3 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи пепке пуçне уйăхсерен паракан тỹлеве кĕртме сĕннĕ. Амăшĕн капиталĕн программине 2026 çулччен тăсаççĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулсенчи 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене тỹлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерме тытăнмалла. Класс ертỹçисене ĕç укçи çумне 5 пин тенкĕ хушса тỹлеме пуçламалла. В. Путин çулленех аслă шкулсенчи бюджет вырăнĕсене ỹстерме хушнă. Çакă уйрăмах регионсенчи вĕренỹ заведенийĕсене пырса тивет. Вăл малашне пурнăçра кирлĕ пулакан тĕп эмелсемпе тивĕçтерес çĕрти лару-тăрăва тĕплĕн тишкерме хушнă. Раççейре иккĕмĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă архив материалĕсемпе паллашма ятарлă комплекс туса хураççĕ. Вăл Раççей Конституцине хушăмсем кĕртессине сỹтсе явма, çĕршывăн премьер-министр кандидатурине çирĕплетме РФ Патшалăх Думине пама сĕннĕ, Тĕп саккунта "пенсисене тăтăшах индексациленине çырса хăвармалла", тенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика