АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул директорĕ

14 января 2020 г.

 Шкул... Кунта кашниех çырма, вулама тата шутлама, ырăпа усала уйăрма, çут çанталăк тĕнчин вăрттăнлăхĕсемпе паллашать, ырă йăла-йĕркесене хисеплеме хăнăхать. Учитель — хăйĕн вĕренекенĕсене лайăх пĕлỹ парассишĕн кăна мар, тĕрлĕ енлĕ аталанма, шухăшлама, çĕршыва юрăхлă çын туса çитĕнтермелли тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет. Шăпах çак паха та ырă енсемпе палăрать те Алманч вăтам шкулĕнчи Олег Васильевич Димитриев ертỹçĕ-педагог. Хам ку шкулта вĕренмен пулин те, шкул пурнăçĕпе интересленсех тăратăп, унта час-часах кĕрсе тухатăп. Олег Васильевич шкула пыракан ачасен ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене яланах тарават йышăнать, вĕсемпе кăмăллă калаçать. Ку хутĕнче те ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл мана. Директор пỹлĕмĕнче вăрах калаçса лартăмăр. Вĕренỹ тытăмĕнче хĕрĕх çула яхăн ĕçлекенскер хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки питех каласа парасшăн пулмарĕ пулин те, хăш-пĕр самантсене уçса пама килĕшрĕ. Вăл хамăр районти Вăрманкас Чуракасси ялĕнче 1960 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Димитриевич, “Восток” колхозра паллă механизатор пулнă, тракторпа тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă. Амăшĕ, Анфиса Федотовна, медицина ĕçченĕ, санитаркăра вăй хунă. Çемьере 2 ача — Олегпа аппăшĕ Васелиса пулнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Олег 7 çулта Шывпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класне кайнă. Пĕлỹ пухнă май, тавра курăмĕпе ăс-хакăлĕ аталанса пынă. Кĕнекесем вулама юратнă. Аслă классене Алманчри вăтам шкула çỹренĕ. 17 çулхи хастар каччă аттестат илнипех лăпланман-ха, малаллах ăнтăлнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет. Паллă ĕнтĕ, студент пурнăçĕ вăл — хăй тĕллĕн пурăнма вĕрентекен пĕрремĕш утăм. 17-22 çулсенчи яшсемпе хĕрсемшĕн студент чухнехи вăхăтсем чылай савăнăçлă самантсемпе, паллă ĕçсем тунипе, çĕнĕ тус-юлташ хушăннипе, юратупа çыхăннă. Тата экзаменсем вăхăтĕнче пăлханни, курс, диплом ĕçĕсене çырнисем нихăçан та асран тухмаççĕ. Олег Васильевич студент çулĕсенче строительсен отрядĕнче (ССО) ĕçленĕ тапхăрсене те ырăпа асăнать. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне, 1981 çулта, пулас педагог çемье çавăрать, пĕр курсра вĕренекен Гальăпа пĕрлешет. Алла дипломсем илнĕ хыççăн çамрăк мăшăр тăван яла таврăнать. Телее, вырăнти шкулта вĕсен валли ĕç вырăнĕ те пулнă. Кунта вăл вăхăтра Г.И. Васильев директорта ĕçленĕ. Олегпа Галина Димитриевсене çулталăк ĕçленĕ хыççăн Супарти 8 çул вĕренмелли шкула куçараççĕ. Ку шкулта çамрăк педагогсем вырăс чĕлхипе литература урокĕсем ирттереççĕ. Олег Васильевича директор “тилхепине” тыттараççĕ тата вăл юрă урокĕсем те ирттерет. Часах ăста купăсçă шкул ĕçченĕсенчен художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркелет. Концертсемпе чылай ялсенчи халăха савăнтараççĕ, районти Культура çуртĕнче те вĕсене хаваспах йышăнаççĕ. Ỹркенмен, пултаруллă педагог пушă вăхăтра юрăсем те нумай кĕвĕлет, вĕсем 50-а яхăн. Вăл кĕвĕленĕ юрăсене чăваш эстрада артисчĕсем те хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Чăваш халăх артисчĕ А. Васильев унăн “Ан ман савниçĕм” илемлĕ юррине юрланине Чăваш наци радиовĕпе те час-часах итлетĕп тата вăл юрланине телевиденипе кăтартаççĕ. Педагог Алманч ялĕн гимне те пысăк ăсталăхпа кĕвĕленĕ, текстне кунти вăтам шкултан вĕренсе тухнă О. Афанасьева (Эрпинес) çырнă. Вăл — Чăваш композиторĕсен Ассоциаци союзĕн членĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн пысăк тỹпе хывнăшăн 1993 çулта О. Димитриев “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ята тивĕçнĕ. 2000 çулта Алманч вăтам шкулĕн директорне Ю. Александрова ял администрацийĕн пуçлăхне суйланă май, О. Димитриева ку шкула куçараççĕ. Туслă коллектив ăна ăшшăн йышăнать. Юратнă ĕçĕнче 2 çул ĕçленĕ хыççăн вăл 2002 çулта хăйĕн пĕлĕвне анлăлатма истори факультетне вĕренме кĕрет. Куçăмсăр майпа пĕлỹ илсе 2005 çулта иккĕмĕш диплом алла илет, аслă классемпе истори урокĕсем ирттерме тытăнать. О. Димитриев ертсе пыракан вĕренỹ заведенийĕнче нумай опыт пухнă, пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Вырăс чĕлхипе тата литература учителĕн Г.Н. Димитриевăн ĕç стажĕ 40 çула çывхарать. Вăл аслă категориллĕ педагог, сăмах май аспирантура та пĕтернĕ. Шкул директорĕ вĕренỹ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕренекенсем класс тулашĕнчи мероприятисене, конкурссемпе ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Хăйне те массăллă кашни спорт ăмăртăвĕсенчех курма пулать. Çулла çăмăл атлетикăна кăмăллать, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. — Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнни ỹпкесен ĕçне, организмри тĕрлĕ япаласен ылмашăвне лайăхлатать, мышцăсен ĕçне вăйлатать, пурăнас вăй-хала ỹстерет. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратăп та мĕнпур йывăрлăхсем çинчен манатăп, таса сывлăшпа сывлатăп, — тет вăл. Район шайĕнче иртекет спорт ăмăртăвĕсенче хăй çулĕсенчи спортсменсем хушшинче О. Димитриев час-часах малти вырăнсене йышăнать, Дипломсене тивĕçет. Шкул директорĕ общество ĕçĕсенче те активлă. Вăл 5-6-мĕш суйлаври район Совечĕн депутачĕ, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ыйтусемпе нумай ĕçлет. 2015-2018 çулсенче район пуçлăхĕн “тилхепине” те ăнăçлă тытса пычĕ. Çулсеренех “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивале хастар хутшăнать. О. Димитриев ертсе пыракан шкулта час-часах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Кунта ĕçре палăрнă паллă çынсемпе тĕл пуласси çирĕп йăлара, вĕренсе тухнисем те çулсеренех тăван шкула пуçтарăнса юратнă учителĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Педагогсем вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе туслă çыхăну тытаççĕ, усăллă сĕнỹсем параççĕ. Шкулта çирĕп дисциплина хуçаланать. Вĕрентекенсем ачасене çирĕп пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи куна 75 вĕренекенрен çурри ытла “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Районти конкурссемпе Олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнакансем те пур. Г. Димитриева педагог тăрăшнипе юлашки çулсенче 8 вĕренекен республикăри конкурссенче малти вырăнсене тухса Пĕтĕм Раççейри тупăшусене хутшăнма ирĕк çĕнче илнĕ. Пурте Республика чысне ăнăçлă хỹтĕленĕ, тăван шкула çĕнтерỹçĕ Дипломĕсемпе таврăннă. Галина Николаевнăна хăйне те темиçе хутчен Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. — Галина Николаевна хăйĕн ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, йăвашлăхĕпе пурне те килĕшет. Кашни вĕренекенпе ăшшăн, çепĕççĕн калаçать вăл. Унăн сасси те илемлĕн янăрать, уроксене лайăх ăнлантарать. Пĕр-пĕрне хисеплеме, ырăпа усала уйăрма хăнăхтарать, — каласа парать 9-мĕш класри Татьяна Федорова, ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен конкурсĕн çĕнтерỹçи. ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви тăтăшах шкул директорĕсемпе йĕркелекен канашлусенче Алманч вăтам шкулĕ çинчен ырăпа асăнни те савăнтарать. 11-мĕш класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе пурте пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ витĕр ăнăçлă тухнă. 74 балл пухса республика шайĕнче палăрнă. Кунта, паллах, ку предмета вĕрентекен Г. Димитриева педагогăн тỹпи пысăк. Иртнĕ çул шкултан вĕренсе тухнисенчен (вĕсем улттăн пулнă) пурте вĕренỹ заведенийĕсене кĕме экзаменсене ăнăçлă тытнă. Марина Емельянова, Андрей Герасимов тата Владимир Петров — аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем. Çакна та калама кăмăллă: ку шкулти виçĕ вĕренекен ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Лайăх вĕреннĕшĕн тата республика шайĕнчи конкурссен çĕнтерỹçисене Марина Емельяновăна, Вероника Николаевăна тата Татьяна Федоровăна Хура тинĕс хĕрринчи “Орленок” лагере канма янă. Димитриевсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ, хăйсемех пурнăç тытаççĕ. Кашнинех пĕрер ача çитĕнет. Тăван çĕршывшăн кирлĕ те усăллă çыннисем пулассишĕн тăрăшни яр-уççăнах палăрать. Çакăнта ашшĕ-амăшĕн тỹпи те пысăк. Хисеплĕ мăшăр ывăлĕсемпе хĕрне мĕн ачаран ĕçе юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни куç кĕретех. Аслă ывăлĕ, Юрий, 1984 çулта çуралнă. Педагогика училищинче тата институтĕнче вĕреннĕ, 2006-2011 çулсенче Ульяновск хулинче аспирантурăра естествознанипе географи факультетĕнче ăс пухнă. Чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Вăл биологи тата экологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 2012 çултанпа студентсене И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентет. Лена хĕрĕ 1986 çулта çуралнă. Канашри, педагогика училищинче вĕреннĕ, кĕçĕн тата акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. 2005-2011 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕ, çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасен воспитателĕн дипломне илнĕ. Вĕренĕве чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, Шупашкарти пĕр ача садĕнче аслă воспитательте ĕçлет. Саша ывăлĕ 1990 çулта çĕр çине килнĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Историпе обществознани учителĕн дипломне тивĕçнĕ. Шкулта хăй килĕштернĕ предметсемпе вĕрентет. Куратпăр ĕнтĕ, ачисем пурте ашшĕ-амăшĕн çул-йĕрне малалла тăсаççĕ. Мăшăр ĕмĕр тăршшĕпе пĕр сукмакпа утни чыс та хисеп. Димитриевсем ялан пĕр-пĕрне килĕштерсе тата итлесе пурăннă. Халĕ те çаплах. Вĕсем Супар ялĕнче пурăнаççĕ, пỹрт-çурт çавăрнă. Иккĕшĕ те яваплă ĕçре пулин те, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пушă вăхăтра ĕç ветеранĕсем, вĕрентỹ отличникĕсем сăвăсем те çыраççĕ, район хаçатĕнче пичетленнисем те пур. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе уçăлса çỹреме те вăхăт тупаççĕ, спорта юратаççĕ. Олег Васильевич Димитриевăн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче 60 çулхи юбилейĕ çитрĕ. Çав сумлă менельник ячĕпе эпĕ те ăна çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатăп. Пурнăç çулĕпе малалла та çирĕп утмалла пултăр. А. Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика