АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тар шăрши

31 декабря 2019 г.

Ыран Çĕнĕ çул тенĕ каç Сантăрпа Паша çĕрĕпе автомашинăсем тĕкрĕç. Вĕсене Прибалтика тăрăхĕнчен хăваласа килнĕ май Муркаш таврашĕнчи пăрлă тăвайккинче тапаçланма лекрĕ мĕскĕнсен. Сантăрăн “Москвичĕ” çул çинче çĕмĕрĕлнĕ. Пашăн “Таврийĕ” вăйсăртарах пулин те, инçе çултан тусĕн “тимĕр урхамахне” Муркаш тăвайккийĕ таран туртса килчех. Хăвăрах ăнланатăр ĕнтĕ, пăрлă тăвайккине пули-пулми машинăпа тиев туртса хăпартма хĕнтерех. Малтан туссем çăмăлтарах “Таврине” уйрăммăн тĕксе тăвайкки тăррине çитеркелерĕç. “Москвича” вара тỹрремĕн тăвалла тĕкме йывăртарах. Мăнтарăнсем машинăна çул урлăрах чалăшшăн тĕксе кăларчĕç, унтан каллех руле çулăн тепĕр еннелле пăрса майĕпен тăвалла тĕкĕшрĕç. Çапла самай асапланчĕç туссем. Ара, киле çитесси нумай та юлман, Çĕнĕ çул праçникĕ пуçран тухмасть. Васкаççĕ çула тухнисем. Хăйсем лачкам тарлă. Кĕçех, çур çĕр çитеспе, хайхискерсен тĕлне çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Шанчăк тени яланах пур, тен, пулăшакан тупăнать? Хайхи çăмăл машинăрисем ГИБДД ĕçченĕсем пулчĕç. Ĕçченсен хăйсен шанчăк çуралчĕ пулас: урă çынсен çĕрле çул урлă машина тĕкмелле мар пек, капкăна лекрĕç мар-и-ха? Вĕсем водительсен докуменчĕсене тĕрĕслерĕç, интересленсех туссене шăршларĕç, аяккине пăрăнчĕç. Хăйсем хушшинче пĕчĕк канашлу пырать пулас. “Эрех шăрши мар ку, тар шăрши”, — илтĕнкелет Сантăрпа Паша хăлхисенче. Кĕçех ĕçченсем машина çине ларчĕç те хăйсен çулĕпе малалла вĕçтерчĕç. Таси паха. Юлашки вăя пухса мĕн палăртнине пурнăçларĕçех икĕ тус. Ырă лаша килелле кăмăллăн юртнă пек кăкарăннă “Москвичпа” “Таври” çĕр варрипе чиперех малалла шăлчĕç. Хăйсем те сисмерĕç, Тăрăн ялĕн тăвайккинчен те вĕçнĕ пек хăпарса кайрĕç. Киле çитсе кĕнĕ чух çĕршыв ертỹçи шăпах Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатчĕ, икĕ тус чунтан савăнчĕç, кĕрекене ларса шампань эрех черккисене туллин çĕклерĕç...

В. Васильев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика