АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнни çĕнĕлĕх илсе килтĕрччĕ

31 декабря 2019 г.

Вăхăтăн хăйĕн чуппи. Акă, сисмерĕмĕр те Сысна çулĕ те пирĕнпе сывпуллашма хатĕрленет. Мĕнпе асра юлать-ха иртсе каякан çул. “Пупĕ мĕнле прихучĕ çапла” текен каларăш пур чăвашсен. Çак сăмах çаврăнăшне Трак енре пурăнакансем пирки каланăнах туйăнать мана тепĕр чухне. Чатукассинчен район центрне рейслă автобуспа килетĕп эпĕ. Вăл вара “Раççей почтин” районти уйрăмĕ тĕлĕнче чарăну тăвать. Анса юлатăп та юлашки вăхăтри ырă улшăнусем тỹрех куç умне ỹкеççĕ. Чунра темĕнле ырă-ырă пулса каять. Кунти тасалăхпа тирпейлĕх, нумаях пулмасть ĕçе кĕртнĕ фонтан, Трак енчи ял тăрăхĕсен вĕлкĕшекен ялавĕсем, вăй илсе çитĕнме тытăннă чăрăшсем — пĕр-пĕр хулари кану паркне аса илтереççĕ. Тата каçхине епле илемлĕ кунта. Район центрĕпе утса тухсан çĕнĕлĕхсене татах асăрхатăн. Вĕсем ялсенче те чылай пулчĕç. “Пуçаруллă бюджет” программăпа нумай проект ĕçе кĕчĕ. Çỹп-çап ыйтăвне тинех татса пама пултартăмăр. Энергие перекетлекен лампочăсем яла та çитрĕç. Çакă вăл район ертỹлĕхĕпе унăн команди тĕллевлĕ ĕçлесе пынинчен килчĕ тесшĕн эпĕ. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш наци радиовĕпе “Ялтан яла” передача итлесе лартăм. Ăна ку хутĕнче шăпах Трак тăрăхĕнче хатĕрленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов В. Егоров журналиста пирĕн тăрăхра пулнă çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ. Трак енри ырă улшăнусемшĕн эпĕ те савăнтăм. Шурă Йĕке хỹре çулĕ алăка уçса кĕрет. Çĕнни çĕнĕлĕх, ырăлăх, лайăххине кăна илсе кĕтĕр тесшĕн эпĕ. Сывлăх пултăр, кĕсьерен укçи ан çухалтăр.

Г. Гурьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика