АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕннисем Вăрнарта çĕнтернĕ

27 декабря 2019 г.

Пирĕннисем Вăрнарта çĕнтернĕ

Вăрнарти “Кристалл” пăр керменĕнче 2005-2006 ç.ç. арçын ачасен аслă ушкăнĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн вĕренекенсен ХХII Спартакиадин шучĕпе çамрăк хоккеистсен “Ылтăн шайба” призĕсемшĕн республикăри ăмăртусен пĕрремĕш (зонăри) тапхăрĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Ушкăна Красноармейски, Трак тата Упи вăтам шкулĕсен çамрăк хоккеисчĕсем кĕнĕ. Пирĕн спортсменсем Вăрмар тата Тăвай районĕсен хоккеисчĕсемпе тĕл пулнă, вĕсенчен 3:0 тата 3:1 шутпа выляса илнĕ. Пирĕн спортсменсем хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерсе тепĕр тапхăра тухма пултарнă. Вăйăсем хĕллехи каникул кунĕсем хыççăн иртеççĕ. Пирĕн командăри Павел Быков “Чи лайăх снайпер” ята тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика