АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр малашлăх çук

27 декабря 2019 г.

Иртнисĕр малашлăх çук

Район хаçачĕн (“Ял пурнăçĕ”, 15 (9721) №) 2017 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи виççĕмĕш страницăра “Хисеплĕ вĕрентекенсем тата Красноармейски вăтам шкулĕнчен 1959 çулта вĕренсе тухнисем!” ятпа тухнă (1936—1938 çулсенче йывăçран хăпартнă икĕ хутлă шкул çуртне пăсса çав вырăнтах 1959—1961 çулсенче çĕнĕрен кирпĕчпе купаланă икĕ хутлă шкул çуртне, район историне хăварас тĕллевпе, сыхласа хăвармалла, унпа районти историпе краеведени музейĕ евĕр усă курмалла тата учреждени ятне çак шкула пуçласа мĕн туса пĕтеричченех йĕркелесе ертсе пынă Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă офицер, директор-строитель Ф.Н. Рекеев ятне пама чĕнсе каланă) статья пичетленнĕренпе икĕ çул та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çыру авторĕсем мана каçарччăр. Эпĕ чĕнсе каланинче авторсем тунă хăш-пĕр йăнăшсене тỹрлетсе вулакансене çапла пĕлтересшĕн: Красноармейски салинчи икĕ хутлă кирпĕчрен хăпартнă пĕлỹ керменне хута янăранпа “2019 çулта 60 çул çитет” — тени тĕрĕсех мар. Шкула 1959 çулта çĕнĕрен купалама пуçланă, 1961 çулта вара пĕтĕмĕшле туса пĕтернĕ. 1959 çулхи хĕвеллĕ çурхи кун, вĕренỹ çулĕ вĕçленмен-ха. Шкулта вĕренекенсемпе комсомолецсен пĕрлехи пухăвĕ. Йышлăн пуçтарăннăччĕ, учительсем те кунтах. Пухăва шкул директорĕ Ф. Рекеев ертсе пыратчĕ, унпа юнашарах шкулти партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ Ф. Васильев, ачасене физика тата машиноведени (автомашинăпа трактор) предмечĕсемпе вĕрентекен. Федор Николаевич тин çеç йышăннă çĕнĕ саккунпа паллаштарчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, малашне ачасен вăтам шкулсенче — 11, ку таранччен 7 çул пĕлỹ панă шкулсенче 8 çул вĕренмелле пулать иккен. “Кăçал 9-мĕшсем 10-мĕш пĕтернĕ хыççăнах аттестат илеççĕ, 8-мĕшсенчен тухакансен вара 11 çул вĕренмелле пулать”, — пĕлтерчĕ директор. Кăçалах çĕнĕ шкул тума тытăнатпăр, тени вара пурне те хытах хумхантарчĕ. Вăл 800 ача вĕренме май паракан 22 класлă икĕ хутлă шкул пулассине тата çĕнĕ шкула, кивĕ шкула пăсса ун вырăнĕнчех кăçалах тума тытăнасси çинчен каларĕ. Пуху питĕ шавлă иртнĕччĕ. Ĕçсене вĕренỹ çулĕ вĕçленнипе пĕрлех пуçлама канашласа татăлтăмăр. Ун чухне 8—9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен экзаменсем çукчĕ. Вĕренỹ çулĕ вĕçленмен пулин те, эпир, 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем, районти кирпĕч заводĕнчен шкул автомашинипе хĕрлĕ кирпĕч, Малти Карăк çумĕнчи тарăн çырмаран чул кăларса турттараттăмăр. Хĕр ачасем вара Кайри Карăк сăртĕнчен хăйăр турттаратчĕç. Çаксем шкул никĕсĕ валли кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Паянхи пекех астăватăп: 1959 çулта вăтам шкул пĕтерекен ачасем йышлăччĕ, пурĕ 3 класс. Июнĕн 1-мĕшĕнче ирхине вырăс чĕлхипе сочинени çырма васкатчĕç. Шăпах çав вăхăтра пире, 9 “б” класс пĕтернĕ 6 арçын ачана, шкул физрукĕ Д. Егоров икĕ хутлă шкул тăррине ятарлă пусмапа илсе хăпарчĕ те, хĕвел тухăç енчи 1Ỹ3 пайне пăсса кăçалах çĕнĕрен купаласа хăпартса тăррине витсе лартмалли çинчен пĕлтерчĕ. Кивĕ шкул тăрринче кирпĕчпе купаласа тунă чылаях çỹллĕ 2 брандмауэр (пушартан сыхланмалли стенасем). Пĕрне вара эпир çав кунах пăсса кирпĕчне виткĕч тăрринчен ятарласа тăратнă хăмасем тăрăх çĕр çине антартăмăр. Эпир 6 çамрăк: Саша Андреев, Рудик Ермаков, Арсентий Иванов, Миша Марков, Юра Никоноров тата эпĕ — шкул историнчи чи малтанхи утăмне турăмăр тесен те йăнăшах пулмасть ĕнтĕ. Пуçланса кайрĕ вара ударлă хĕрỹ ĕç-хĕвĕшỹ. Шкулта вăл вăхăтра 600 ача вĕреннĕ пулсан, кунсерен пĕр 300-шер çынна яхăн ĕçленĕ, кашни класс тĕрлĕрен ĕçе пурнăçланă. Ĕçе тĕрĕс йĕркелени, кунта шкул директорĕ, унăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.П. Петров, физкультурăпа çар ĕçĕн никĕсне вĕрентекен учительсем Д. Егоров, П. Тимофеев, класс ертỹçисем тата ыттисен çаврăнăçулăхĕпе тăрăшулăхĕ, кашни ачан ĕçри активлăхĕ те куллен палăртса хунă ĕçсене нумай хăвăртлантнă. Ĕçлекенсене куллен кăнтăрлахи апат çитерессине общепит столовăйĕнче йĕркеленĕччĕ. Каннă вăхăтра нумайăшĕ пекарня хыçĕнчи Мăн пĕвере шыва кĕрсе тасалатчĕ, уçăлатчĕ. Июнь вĕçнелле кивĕ шкула пăсса турттарса тухса çĕнĕ шкул хăпартма никĕс ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн çак шăв-шав чакрĕ, шкулта вĕренекенсене каникула янăччĕ ĕнтĕ. Каникул кунĕсенче мана шкулта пулма тỹр килнĕччĕ. Шкул лаборанчĕ Н. Александров хăвăрт пурнăçламалли тỹлевлĕ ĕç пурри çинчен пĕлтерчĕ. Шкулти хушма пỹлĕмре икĕ кăмака пăсса кирпĕчсене хăрăмран тасатса купаласа хумалла. Пирĕнпе пĕрле 8-мĕш класс пĕтернĕ Гена Егоров та (Вутлан ялĕнчен) ĕçлерĕ. Эпир çав кунах асăннă ĕçсене пурнăçларăмăр. Ĕçшĕн пире 120 тенкĕ тỹлерĕç. Эпĕ 40 тенкĕ илтĕм. Питĕ хĕпĕртенĕччĕ, кĕнеке лавккине кĕрсе 25 тенкĕ тăракан авторучка туянтăм. Хăрăмпа вараланса пĕтнĕскерсем, Вутлан ялĕн çумĕнчи арман пĕвинче шыва кĕрсе тасалтăмăр. Коля Александров пире шкул купаланă çĕрте ĕçлекенсем кирли çинчен пĕлтерчĕ. Паллах, ĕçлесе илес килнех ĕнтĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн тăхăнмалли те, кĕнекесем те илмелле вĕт-ха. Тепĕр кунне ирех шкула çитрĕм. Кăмакал ялĕнчен шкула çитме 6 çухрăм. Гена та кунтах. Çапла кашни кунах ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен шкулта ĕçлерĕмĕр. Эпир раствор хатĕрлеттĕмĕр. Известь шывĕ ярса цементпа хăйăр хутăшĕнчен раствор çăрса йăтаттăмăр, хĕрлĕ кирпĕчсене алă вĕççĕн те, наçилккасемпе те каменщиксене çитерсе параттăмăр. Каменщиксем — Василий Даниловпа (Вутлан) Василий Посадский (Тăхăр Така) питĕ ырă кăмăллă çынсем. Василий Данилович — вăрçă участникĕ. Час-часах вăл “мать честная” сăмах çаврăнăшне калатчĕ. Ĕç çăмăлах марччĕ. Опытлă та пултаруллă кирпĕч хуракансем куллен 1500-шер кирпĕч хуратчĕç. Тепĕр чух тата тепĕр çамрăк çын çак ĕçе хутшăнатчĕ. Ун хушаматне астумастăп, те Викторовчĕ, те Филипповчĕ. Пире хĕр ачасем пулăшатчĕç. Вĕсем нумайăнах марччĕ: 2—3 ача, учительсемпе техслужащисем тата 2—3 çын. Вĕсем известь шĕвекĕ, раствор тума пулăшатчĕç. Кирпĕче вара ытларах Генăпа иксĕмĕрех йăтаттăмăр. Наçилкка çине 30—32 кирпĕч хунă. Пĕрремĕш хута купаласа пĕтерсен тата самаях пысăк та йывăр тăваткал бруссене (мачча кашти) Генăпа иксĕмĕрех йăтса вырнаçтараттăмăр, тепĕр чух арçын учительсем е каменщиксем пулăшатчĕç. Шкулăн иккĕмĕш хутне купалама пуçласанах ĕç йывăрланчĕ. Эпир çаплах кирпĕче наçылккапа йăтса ятарласа хунă трапсем тăрăх иккĕмĕш хута 30-шар йăтса хăпараттăмăр, специалистсене ĕçсĕр тăратмастăмăр. Шкула хушăран Красноармейски çумĕнчи Мăн Шетмĕ шывĕ урлă çакса тунă кĕпере тунă çĕрте ĕçлекен прораб Бартасов (ятне, ашшĕ ятне те астумастăп) Федор Николаевич Рекеев патне кĕрсе тухатчĕ, директор унпа час-часах канашлатчĕ. Бартасов пирĕнпе те калаçмасăр иртсе каймастчĕ. Эпир тỹлевсĕр ĕçленине пĕлсен вăл шкул директорне Генăпа иксĕмĕре пĕрер костюм илсе тăхăнмалăх ĕç укçи пама сĕнсе каланине халĕ те астăватăп-ха. Директор нимĕн те шарламастчĕ, эпир те шăпăртах тăнă ĕнтĕ. Каменщиксене вара пĕр кирпĕч хунăшăн 8 пус тỹлетчĕç. Çапла июнь — июль уйăхĕсенче шкулăн икĕ хутне те купаласа пĕтерчĕç. Августăн 1-мĕшĕнчен эпĕ тăван колхозра лашапа йĕтем çине кĕлте çĕмелĕсене турттарма тытăнтăм. Кунта пирĕн ĕçе вăл вăхăтра ĕç кунĕпе (трудодень) хаклатчĕç. Эпир колхозра ун чухне укçа мĕнне пĕлмен. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пире çуллахи вăхăтра шкула хăпартнă çĕрте хастар ĕçленĕшĕн пĕрлехи линейкăра Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Эпĕ уншăн питĕ хĕпĕртенĕччĕ, паянхи кун та мăнаçланса аса илетĕп. Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пире, 10-мĕш класра вĕренекенсене, шкул директорĕ каллех хăй патне чĕнчĕ. Эпир вуннăн. 10 “б” класран: Сашăпа Станислав Андреевсем, Арсентий Иванов, Юра Кольцов, Миша Марков, Коля Семенов. 10 “а”-ран Лева Васильев, Максим Ильин, Саша Балашов, 9-мĕшĕнчен Ваня Спасов. Пирĕнпе пĕрле шкулти физкультура учителĕ Д. Егоров та пурччĕ. Федор Николаевич пире “Сире пурне те çитес вунă кунлăхра вĕренỹ урокĕсенчен хăтаратăп”, — терĕ. Пирĕн тĕллев: çуллахи вăхăтра кирпĕчрен хăпартнă шкул çурчĕн тăррине йывăç струпил каштисем вырнаçтарса хĕç тимĕрпе витме хатĕрлесе çитерсси. Çак ĕçе йĕркелесе, кăтартса, тĕрĕслесе тăма Д. Егорова хушнă. Тепĕр кун ирхине эпир пăчкă-пуртă йăтса шкула пуçтарăнтăмăр, платник ĕçне тытăнтăмăр. Чĕрĕ вăрман йывăççисенчен татса чутласа хатĕрленĕ йывăр стройматериалсене çĕнĕрен хăпартнă шкул çурчĕн 3-мĕш хутне алă вĕçĕпе çĕклесе хăпартма паллах ачасем вăй çитерейменех ĕнтĕ. Пĕр кунхине Денис Егорович пире, 10 çамрăка, шкул автомашини çине лартса Именкасси ялĕ çумĕнчи Мăн Çавал шывĕ çине, тахçан ГЭС пулнă вырăна илсе кайрĕ. Мĕн кăна йăваланса выртмастчĕ пулĕ унта. Кунта эпир вăрçă умĕнхи çулсенче Именкасси ГЭСне тутарнă, Васнар ялĕнче пурăнакан Григорий Егорович Новоселов электромеханик (1907—1983) тутарнă крана шыраса тупрăмăр, унăн чылаях йывăр, чукунран шăратса тунă пысăк детальне автомашина çине тиесе шкула илсе çитертĕмĕр. Каç пулса тĕттĕмленнĕ пулин те, кирлĕ хатĕрсене çав каçах шкулăн 3-мĕш хутне алă вăйĕпех хăпартрăмăр. Пирĕнпе пĕрле шкул директорĕ Ф. Рекеев та пурччĕ. Çапла вара Г. Новоселов шухăшласа пуçтарнă кранпа шкул тăррине тунă çĕрте эпир те, шкул ачисем, 1959 çулта тата тепĕр хутчен усă куртăмăр. Чи кирлĕ пысăк деталĕ вăрçă умĕн тин çеç йĕркеленнĕ колхозсен йĕтемĕсем çинче ты-рă кĕлтисене çапса тĕшĕлеме заводсенче чукунран шăратса тунă пысăк редуктор. Ултшар лаша кỹлсе тырă тĕшĕлекен молотилкăна ĕçлеттерме туса кăларнă пулнă. Эпир вунă кун хушшинче хамăра шаннă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Ĕçленĕшĕн пире кашнине 300-шер тенкĕ укçа панăччĕ. Пурĕ 3000 тенкĕ. Аякран килнĕ платниксем 10000 тенкĕ ыйтнă пулнă. Эпир вара шкула 7000 тенкĕ перекетлеме пулăшрăмăр. Пире ĕçленĕ кунсенче тỹлевсĕрех апат çитерчĕç. Ĕçлесе илнĕ укçапа эпĕ çĕнĕ фуфайка тата вĕр çĕнĕ хитре çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕнĕрен купаланă çурт тăррине Çĕнĕ çул тĕлне хĕç тимĕрпе витсе лартнăччĕ ĕнтĕ. 1960 çулхи майăн 25-мĕшĕнче пирĕн, 10-мĕ-шсен, вĕренỹ çулĕ вĕç-ленчĕ те экзаменсем пуçланчĕç. Вăл вăхăтра пурĕ 7 предметпа экзамен тытмаллаччĕ. Юлашки — нимĕç чĕлхипе. Тепĕр кунне, шăмат кун, вăтам шкул пĕтерекенсене пурне те ĕç тумĕпе килме каларĕç. Учительсем те пурччĕ. Ф. Рекеев директор пирĕн тепĕр 5—6 кун хушши шкулта ĕçлемелли çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн класс ертỹçи Юлия Филимонова, анчахрах комсомол райкомĕнчен килнĕскер, 10 “б” класа пĕтернисен пысăк ушкĕнĕн июнĕн 27-мĕ-шĕнче комсомол путевкипе “Печорстроя”, чукун çул тунă çĕрте ĕçлеме тухса каймалли çинчен пĕлтерчĕ. Федор Николаевич пăлханса ỹкрĕ. Çакăн çинчен вăл пĕлмен те пулас. “Уйрăлу каçне паянах ирттеретпĕр, каçхине пурте шкула пуçтарăнăр”, — пулчĕ унăн юлашки сăмахĕ. Каçхине шкулта савăнăçлă каçра шкул директорĕ 1960 çулта вăтам шкул пĕтерсе аттестат илме тивĕçлĕ ачасен хушамачĕсене асăнчĕ, пурĕ 54 ача, приказ вуласа пачĕ. Пирĕн хушăмăрта 2 медалист пуррине те пĕлтĕмĕр. 10 “а” класри Вова Алексеев, 10 “б”-ри Маша Карпова. Медалĕсем килейменччĕ, эпир вĕсене хамăр алла тытса кураймарăмăр. Альберт Александров (Янкас ялĕ) кĕмĕл медале тивĕçнĕ пулнă. Алла вăтам пĕлỹ илни çинчен çирĕплетекен аттестатсене илнĕ хыççăн, пурĕ 54 хĕрпе каччă, эпир вара 10 “б”-ра вĕреннĕ 12 хĕрпе 16 каччă пĕр-пĕрне пысăк ăнăçусем сунса, савăнса ташларăмăр-юрларăмăр. Шкул пахчине тухса ирхи хĕвеле кĕтсе илнĕ хыççăн килсене салантăмăр. Июнĕн 27-мĕшĕнче, ытлари кун, хамăрăн тăван шкула пуçтарăнтăмăр. 12 каччă, 6 хĕр, пурин те аллинче чăматан. Шкул директорĕ пире тав туса ăшă сăмахсем каларĕ. Федор Николаевич пире хĕрлĕ-кĕрен тĕслĕ вĕр-çĕнĕ виçĕ ретлĕ хут купăс парнелерĕ. Купăса эпир Арсентий Иванова тыттартăмăр. Эпир, 18 хĕрпе каччă, шкул автомашини çине лартăмăр. Пирĕнпе пĕрле Ю. Филимонова, комсомол райкомĕн 2-мĕш секретарĕ В. Сурьев тата манăн анне ларчĕç. Вĕсем пире Канаша çитичченех ăсатса ячĕç. Пурте пĕр харăссăн “Едем мы друзья” юрра шăрантарса янравлă купăс сассипе, çĕкленỹллĕн хамăр суйласа илнĕ пуçламăш çула тухрăмăр. Çав çулхи кĕркунне пирĕн хĕр-тантăшăн Люся Васильевăн Коми Республикинчен тăван килне, Малти Трака килмелле пулса тухрĕ. Эпир, бригада членĕсем, васкасах укçа пуçтартăмăр та çурма баян илтĕмĕр. Люся баяна шкула чиперех çитерсе панă. Ку ĕнтĕ хальхинче пирĕнтен “Печорстройран” тăван шкула парне пулчĕ. 1961 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче, çурçĕртен черетлĕ отпуска килнĕскере, мана шкулта пулма тỹр килнĕччĕ. Вĕренекенсене Октябрьти Аслă революци пулнăранпа 44 çул çитнине уявлама райцентрти йывăçран тунă культура çуртне пуçтарнăччĕ. Çав кун шкула паллă летчик, Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Орлов килнĕ пулнă. Ф. Рекеев сĕннипе пулас, мана та сцена çине хисеплĕ президиума чĕнчĕç. Маншăн, ĕнерхи шкул ачишĕн, çакă пысăк чыс! Совет Союзĕн Геройĕпе, Ф. Орлов полковникпа, мухтава тивĕçлĕ аслă вĕрентекенĕмĕрпе Ф. Рекеевпа юнашар президиумра ларнине ăçтан-ха манса кайăн?! Лару пĕтсенех Юлия Филимоновна шкула чĕн-чĕ. Шкула туса пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Иккĕмĕш хутра, коридорта, пысăк зал йĕркеленĕччĕ, речĕпе хыçлă пукансем лартса тухнăччĕ. 11-мĕш класра вĕренекенсем пире ура çине тăрсах кĕтсе илчĕç. Эпĕ вĕсенчен нумайăшне пĕлнĕ, хăшĕсемпе юлташла та пулнă, çырусем те çỹретнĕ. Эпĕ, паллах, хамăрăн çурçĕрти пурнăçпа паллаштартăм. Вĕсем хăйсен вĕренỹри ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Трак вăтам шкулĕн вăл вăхăтри тапхăрпа Ф. Андреев учитель-çыравçă хăйĕн 1963 çулта пичетрен тухнă “Вĕренеççĕ, ĕçлеç-çĕ, ĕмĕтленеççĕ” кĕнекинче уйрăмах тĕплĕнрех çырса кăтартнă. Асăнса хăварнă вырăнсенчен ытларахăшĕ шă-пах шкултан 1962 çулта пĕлỹ илсе тухнисем В. Константинов учитель-тавра пĕлỹçĕ 1997 çулта пичетленĕ “Ăс-хакăл вучахĕ” кĕнекере çырса кăтартнă тĕслĕхсене вуласа пĕлме пулать. Паллах, мана, çав çулсене куç кĕрет пурăнса ирттернĕ çынна, авторсем тунă хăш-пĕр йăнăшсене тỹрлетме йывăрах пулмарĕ ĕнтĕ. Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн: 60 çул каялла Трак вăтам шкулĕн 2—9-мĕш класĕсенче вĕреннĕ ачасен шкул, çавăн пекех район историйĕнче те кашнин пысăк тỹпи, тивĕçлĕ вырăнĕ пурах. Çав мухтава тивĕçлĕ йышран — паян пурăнакансенчен кашниех аса илсе каламалли те пурах... Çак строительствăна пуçарса вĕçне çитичченех йĕркелесе ертсе пынă çыннăн, ун чухне шкул директорĕ пулнă Федор Николаевич Рекеевăн ятне ĕмĕрлĕхех район историне кĕртсе хăвармалла тенине эпĕ, çав шкула тума хутшăнса ĕçленĕскер, чунтанах ырлатăп. Район пуçлăхне В. Петрова тата район администрацийĕн ертỹçине А. Кузнецова хаçат урлă чĕнсе калатăп: Сирĕн хăвăра шанса панă полномочисемпе усă курса, 1952—1963 çулсенче Красноармейски вăтам шкул директорĕнче хастар ĕçленĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне, районăн чăн-чăн патриотне, вăрçă участникне Федор Николаевич Рекеева Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята парас ыйтăва район депутачĕсен Пухăвĕнче пăхса тухса татăклăн та тĕрĕс татса памаллах. Эсир çапла тăвасса шансах тăратăп.

Н. Семенов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика