АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартăвĕсем чуна савăнтараççĕ

27 декабря 2019 г.

Иртнĕ шăматкун Вăрнар поселокĕнче кунти поселок администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн каччăсемпе хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Çĕнĕ çул умĕнчи ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Патăрьел тата пирĕн районти çамрăк спортсменсем хутшăннă. Ку хутĕнче Красноармейски вăтам шкулĕ автобус уйăрса панă май, ăмăртăва 20 спортсмен илсе кайма май тупрăмăр. Кунсăр пуçне Даша Осиповăн ашшĕ хăйĕн автомашинипе тата икĕ спортсмена илсе пычĕ. Пирĕн спортсменсем ăмăртура чунне парса кĕрешрĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче икĕ Даша — Афанасьевăпа Осипова (Упи), Маша Александрова (Пайсупин) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Владислав Алексеев (Красноармейски), Маша Константинова, Люда Александрова (Янмурçин), Эвелина Антонова, Аня Константинова (Тусай), Карина Федотова (Пайсупин) иккĕмĕш пулчĕç. Наташа Афанасьева (Упи), Марина Кириллова (Пайсупин), Анна Авандеева (Çĕнĕ Йĕкĕт), Владимир Александров (Янмурçин), Павел Данилов (Красноармейски) ăмăртăвăн пăхăр медалĕсене çĕнсе илчĕç. ; ; ; Çав кунах ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Канаш районĕнчи Карăклăри “Олимп” спорт шкулĕнче Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта Владимир Дмитриев (Красноармейски) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Августа Борисова, Наташа Данилова (Красноармейски), Диана Константинова (Тусай) иккĕмĕш пулнă. Йĕке хỹре çулĕнче пирĕн кĕрешỹçĕсене çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.

В. Григорьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика