24 декабря 2019 г.
Иртнĕ эрнекун районти Культура çуртĕнче ветерансем валли Çĕнĕ çул умĕнхи уяв пулчĕ. Унта район центрĕнчи аслă ăру çыннисем кăна мар, ял тăрăхĕсенчисем те хутшăнчĕç. Праçник йĕркелỹçисем — "Раççей пенсионерĕсен Пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн районти уйрăмĕ тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕ. Уява килнисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ю. Иванов, "Раççей пенсионерĕсен Пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.И. Дмитриева (сăмах май, Альбина Ильинична çак кунсенче çеç, асăннă организаци 25 çул тултарнă май, юбилей медалĕпе Тав хутне тивĕçнĕ), ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г.Л. Ефимов (Георгий Леонидович кунпа пĕрлех Г.С. Сергеева — Раççейри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен), В.П. Михайловпа Л.А. Ивановăна республикăри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕсен Хисеп грамотисене, Н.А. Шемякинăпа А.И. Дмитриевăна ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти Хисеп кĕнекине кĕртни çинчен калакан свидетельствăсем пачĕ), Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи — Чăваш Енри управленийĕн Çĕрпỹ районĕнчи (районсем хушшинчи) Красноармейски районĕнчи клиент службин (пай прависемпе) ертỹçи М.Н. Короткова тата районти Культура çурчĕн директорĕ Т.В. Ефимова пур кăмăлтан саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕç. Унтан хисеплĕ ветерансене "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ, уйрăм юрăçсем — Н. Яковлев, Э. Федорова, Л. Александрова, К. Васильева, Н. Кудряшова, С. Капитоновăпа Ф. Николаева, Ю. Русина, В. Волков, Д. Павловăпа Н. Федорова, "Кăйкăр" (Шывпуç) тата "Кăмăл" (Упи) ушкăнсем, кунпа пĕрлех Н. Григорьева (сăвă пăхмасăр вуларĕ), Г. Ефимов-Тусли (хут купăс каласа юрласа ташларĕ) пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Аслă ăру çыннисене çавăн пекех Хĕл Мучипе (Н. Никоноров) Юр пике (Н. Филиппова) ăшă салам сăмахĕсем каларĕç, "Çĕнĕ 2020 çул ыррине нумайрах илсе килтĕр", терĕç. Вĕри чей тутаннă май, малалла ветерансем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçрĕç, Çĕнĕ çултан лайăххине çеç кĕтнине пĕлтерчĕç. Унтан вĕсем фойере вырнаçтарнă Çĕнĕ çул елки тавралла юрласа-ташласа савăнчĕç. В. Данилов.