АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заявкăсем йышăнаççĕ

24 декабря 2019 г.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 139-мĕш №-лĕ “Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешỹсенче пурăнакан граждансен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа район администрацийĕнче картишсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли мероприятисен заявкисене йышăнаççĕ. Асăннă Указа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ. Программăна хутшăнас тесен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче унта хутшăнма йышăну тумалла, ĕçсене палăртмалла, проект хакĕн 1 про- центĕнчен кая мар укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хăвармалла. Тулли заявкăна райадминистрацин ял хуçалăхпа экологи, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне — krarm_stroitel@cap.ru — тăратмалла. Картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли мероприятисен хисепне çак ĕçсене кĕртме юрать: картишсенчи çулсене асфальт сарасси, экопарковкăсене, тротуарсене юсаса çĕнетесси, вырăнсене симĕс тум кĕртесси, çутăпа тивĕçтересси, ача-пăчапа спорт лапамĕсене, кану вырăнĕсене тăвасси, видеосăнав хатĕрĕсем лартасси. Вĕсене каярах ятарлă комисси пăхса тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика