24 декабря 2019 г.

Сысна çулталăкĕ алăка хупма хатĕрленет. Вăл Театр çулĕ пулнипе те асра юлать. Çак тапхăрта эпир пирĕн юратнă артистсем парнеленĕ сăнарсене курса килентĕмĕр. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи К. Васильева ертсе пыракан халăх театрĕ тĕрлĕрен проектсене хутшăнса районпа Чăваш Енĕн культура пурнăçне туллин хутшăнчĕ. Вăл раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Н. Сидоровăн “Юрату — шỹт мар” спектакльне кăтартрĕ. Артистсем куракансене ырă кăмăл парнелерĕç. Раштавăн 19-мĕшĕнче вара районти Культура çуртĕнче Раççейри Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç. Ра-йон администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçи Р. Осипова халăх театрĕн артисчĕсем пирки чылай ăшă сăмахсем каларĕ, вĕсене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Сцена ăстисем куракана “Юрату — шỹт мар” çĕнĕ спектакль парнелерĕç. Рольсене çаксем вылярĕç: Тяпук — Г. Сергеев, Лариван — Ю. Филиппов, Маруç — Г. Михайлова, Çирахвим — Л. Маркова, Манюкка — И. Павлова, Лариса — В. Петрова, Алевтина — А. Игнатьева, Гриша — В. Николаев. Куракансем ку хутĕнче те спектакле ăшшăн йышăнчĕç.
С. Самсонов.