20 декабря 2019 г.
Комсомольски районĕнчи Асанкассинче хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Совет Союзĕн Паттăрне Ф. Чернова асăнса ăмăртусем пулса иртнĕ. Вĕсем шучĕпе 30-мĕш пулнă. Ăмăртусене Чĕмпĕр облаçĕнчи, Мордва Республикинчи, Чăваш Енри Комсомольски, Канаш, Йĕпреç, Вăрнар, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсенчи, Шупашкарпа Канаш хулисенчи çамрăк спортсменсем — пĕтĕмпе 174-ăн хутшăннă. Унта Трак ен спортсменĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартнă.