АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкалăх урамĕнче

20 декабря 2019 г.

Çăкалăх урамĕнче ĕçчен те вашават çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем çинчен сăмахăм. Çăкалăх урамĕнче пурăнать пуринчен те пултаруллă та килĕшỹллĕ Марина Евстафьевна. Мăшăрĕ те, ывăлĕ те пур. Евстафий те, Антонина та пирĕн атте-апайпа урам урлă çеç пурăннă. Кумма апай, кумма атте тенĕ эпир вĕсене. Уявсенче пĕрле ĕçсе çинĕ теме те пулать. Йывăр ĕçсене пурнăçлама яланах пĕр-пĕрне пулăшнă. Çу кунĕсем вĕçлениччен Марина Евстафьевна “Золотое кольцо” (“Ылтăн ункă”) çул çỹреврен таврăннă. Унта вăл горничнăй пулса ĕçлет. Тăватă палубăллă Ф. Дзержинский пăрахут çинче телейне тупнă. Яланах курса çỹрекенсемпе пĕрле вăл, туристсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Пăрахут тăршшĕ 137,5 метр, сарлакăшĕ 16 метр. Сехетре 25 км хăвăртлăха ỹстерет пăрахут. Кирлĕ пулсан хăвăртлăха татах та ỹстерет. Пăрахут тĕрĕс-тĕкел çỹресси капитанран, аслă пулăшаканран тата виçĕ штурманран килет. Механиксен яваплăхĕ те пысăк, вĕсен машинăсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттермелле. Тата кунта матроссем, мотористсем, электриксем... Медицина ĕçченĕ те туристсен сывлăхĕшĕн явапли шутланать. Пĕр горничнăйăн 15 каюта пăхса тăмалла. Каютăсенче икшер çын пурăнать. Виçĕ вырăнлă каютăсем те пур. Икĕ ресторан, талăкра виçĕ хутчен апатлантараççĕ. Швеци сĕтелĕ те пур. Тăтăшах ташă каçĕсем иртеççĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнаççĕ пăрахут çинче. Пăрахут черетлĕ чарăну тусан туристсем хула историйĕпе паллашаççĕ, музейсенче пулаççĕ. Пĕр харăс 330 çынна йышăнма пултарать Ф. Дзержинский пăрахут. Çитес çулла эсир те унта канма пултаратăр.

В. Викторов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика