АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамай асăмран тухмасть

20 декабря 2019 г.

Манăн кукамай Дарья Алексеевна Шупашкар районне кĕрекен Аслă Ишек ялĕнче çуралса ỹснĕ. Халĕ кукамай вырăнĕнче историпе таврапĕлỹ халăх музейĕ ỹссе ларнă. Темиçе çул каялла кукамайăн йĕтĕн çипрен çĕленĕ кĕпине музее кайса патăм. Ун чухне кунти экспонатсемпе туллин паллашрăм. Кукамай хĕр çулĕ çитсен Хура çырма каччине Михала качча тухнă. Кил хуçи тăватă çул кăна вĕреннĕ, апла пулин те питĕ ĕçчен те тавракурăмлă арçын пулнă. Анчах та пурăна киле “кулак” ятне илтме тивнĕ ăна. Вĕсем чăпта çапнă, лавкка тытнă. Кукамай çемье бюджетне пысăклатас тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Пир нумай тĕртнĕ. Ачисене мĕн пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă вĕсем. Кукаçи лашапа Хусана тавар илме çỹренĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркелеме тытăнсан кукаçисен пурлăхне туртса илнĕ, хăйсене Çĕпĕре ăсатнă. Кукаçине, Михаил Маркова, ял совет председателĕ “налук тỹлеменшĕн айăпланă” тесе суя справка парать. Вĕсене конюх хăй лашипе Трак станцине леçсе хăварать. Мĕн пур пурлăхĕ лав çинче. Кукамайсем Çĕпĕре çитсе ỹкеççĕ. Вĕсем Тавда районĕнчи Ближайски ял советĕнчи Лапс ялĕнче хăтлăх тупаççĕ. Çуркунне çитнĕ май тỹрех ĕçе тытăнаççĕ. Анне ун чухне 15 çулхи хĕр ача пулнă. “Кашни кун пĕрер хурăн касса майлаттăмăрччĕ”, — тетчĕ вăл. Кукамайпа кукаçи хурăн касса пỹрт лартаççĕ. Урайне сармасăрах пĕрремĕш хĕл каçаççĕ. “Хурăн çĕленсем урай витĕр çỹретчĕç, питех те хăраттăмăр, — аса илнĕ çичĕ çулхи Устиния. — Мăян çăкри çиеттĕмĕр”. Вĕсем кунта та выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă. Кукаçи суту-илỹпе ĕçленĕ. Тавар патне Тавдана çитсе килнĕ. Сĕмсĕр çынсем укçашăн кукаçине вĕлернĕ. Чылай çул иртсен, кукамай ачисемпе Чăваш ене таврăнать. Шупашкарти пĕр сиплев учрежденинче япала çăвакан пулса ĕçе вырнаçать. Устиния кунтах чирлисене апат çитерме тытăнать. Иннокентий кукки 16 тултарсан кондитер фабрикине ĕçе вырнаçать. Кайран вăл водителе вĕренет. Шел, 67 çултах вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Куками яланах тăван Хура çырма ялне аса илетчĕ. Вĕсем тăмлă сăртра пурăннă. Уничере çăл куç шывĕ шăнкăртатса юхнă. Эпĕ унти Микулай кукки патне кайса çỹренĕ. Унăн пиччĕшĕ — Ваньккă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Вĕсен амăшĕ — Хĕвекле — йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Апла пулин те Марки Михалин йăхĕ пурăнать-ха. Паян çамрăксем пурнăçа малалла тăсаççĕ.

А. Тимофеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика