20 декабря 2019 г.

Çĕнĕ Çул умĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкулĕнчи классем хушшинче шахматла выляса Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Вĕсем çĕнтерỹçĕсене палăртнă. 1—2-мĕш классем хушшинче малти виçĕ вырăна 2 “а” (класс ертỹçи А. Леотньева), 2 “б” (В. Лукина), 1 “в” (О. Гурьева) тухнă. 3—4-мĕш классем хушшинче 3 “б” (З. Ласкеева), 4 “б” (Н. Данилова), 4 “а” (Л. Голубева) палăрнă. 5—7-мĕш классем хушшинче 5 “б” (И. Ананьева) пĕрремĕш вырăна тухнă, 7 “б” (В. Хромова) тата 5 “в” (О. Аркадьева) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 8—11-мĕш классем хушшинче 10 “б” (И. Шорникова) çĕнтернĕ. 10 “а” (А. Никифорова) — иккĕмĕш, 9 “в” (С. Дмитриева) виççĕмĕш пулнă. “Шахмат — вăл спорт, наука тата искусство. Эпир шкулта пултаруллă ачасене тупса палăртассипе, физкультурăпа спорта, шахмат вăййине аталантарассипе малашне те тăрăшăпăр”, — тет “Шашки. Шахматы” ача-пăча вăййисен пĕрлешĕвĕн ертỹçи А. Васильев.