АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен ялта пурăнма пĕтĕм услови пур…

20 декабря 2019 г.

Çамрăксен ялта пурăнма пĕтĕм услови пур…

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов чи малтанах ЗАГС пайĕн ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă, асăнмалăх парне кỹнĕ. Александр Николаевич информаци кунĕн ушкăн ертỹçисене умма лартнă тĕллевсем пирки каланă, тĕп темăсем çинче чарăнса тăнă. Манăн ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев тата райадминистрацин ятарлă программăсен сектор ертỹçи Н. Васильев ушкăнĕпе Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче пулма тỹр килчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе П. Николаевăпа пĕрле Мăн Шетмĕ администрацийĕнче пултăмăр, Анаткаса çитсе килтĕмĕр. Полина Ивановна килнĕ хăнасене çĕнĕ асфальтлă çулпа паллаштарчĕ. Анаткасри кану çуртĕнче тăватă тĕп тема тавра калаçу пулнă. Чи малтанах Станислав Андреевич пухăннисене ял сăн-сăпачĕ еплерех улшăнни, ĕçсем мĕнлерех пыни, пурăнакан вырăна халăх валли йĕркеллĕ, лайăх условисем мĕнле майпа туса памалли, ачасен сывлăхне çирĕплетесси, “Культура” наци проекчĕ, “Пуçаруллă бюджет” программа пирки сăмах илнĕ. “Паянхи кун халăх валли тĕрлĕрен программа пур. Пĕр-пĕр проекта кĕрсен — патшалăх пулăшать. Паянхи пурнăçра халăхăн хăйĕн хастар хутшăнмалла”, — палăртнă муниципаллă пĕрлешỹсен ертỹçи. Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсенче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе Красноармейски район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор ертỹçи Н. Васильев тухса калаçнă. Çывхарса килекен уявсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине, пушарсенчен сыхă тăрассине палăртнă вăл. Николай Иванович ытларах электричество юрăхсăра тухнипе, пирус туртни, ача-пăча айăпĕпе пулнине аса илтернĕ, тепĕр хут хамăра хамăр сыхланмалли çине пусăм тунă. “Массăллă мероприятисене ирттернĕ чухне яваплă çын пулмаллах. Кил-çуртра петардăсемпе усă курма юрамасть, вĕсене 50 метр аяккарах ямалла”, — пĕтĕмлетнĕ Н. Васильев. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева ку тăрăхра туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа панă, малашнехи плансемпе паллаштарнă. "Ялта çамрăксене пурăнма пĕтĕм услови пур. Яла аталантарма тăрăшмалла. Сăмах май, “3 процентлă ипотека кредичĕ”, “Пуçаруллă бюджет” тата ытти программăсем пурри савăнтарать...” — тенĕ Полина Ивановна. Ял халăхне канăç паман ыйтусем те чылай. Килнĕ хăнасем çỹп-çап пăрахмалли вырăн, çул пирки ял халăхне ăнлантарса панă.

Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика