20 декабря 2019 г.
Раштавăн 19-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Раççей Президенчĕ В. Путин пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл кăçал шучĕпе 15-мĕш пулчĕ. Ăна вăл 2001 çултан йĕркелесе пырать. Раççей тĕп хулин Хĕрлĕ Пресьнăн лапамĕнчи Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ центрĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцине пĕтĕмпе Раççейĕн тата ют çĕршывăн 1900-е яхăн журналиста аккредитациленĕ. Унта Чăваш Енрен 5 журналист хутшăнчĕ. Ăна “Россия 1”, “Россия 24”, НТВ, Пĕрремĕш канал телекомпанисем, “Маяк”, “Вести FM”, “Радио России” радиостанцисем трансляцилерĕç. Пресс-конференцире ыйтусем чылай янăрарĕç. Вĕсем экономика, регион проблемисем, Раççейĕн тĕнче шайĕнчи вырăнĕ, ытти çинчен пулчĕç.