17 декабря 2019 г.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малаллах шăвать. Ун çулĕ çинче вара нумай сулнăксем тĕл пулаççĕ. Пĕр сулнăкĕ лайăх еннелле, тепри усал еннелле сулăнтарать. Юлашки вăхăтра пирĕн район центрĕ самаях лайăх еннелле улшăнчĕ. Урамра палламан çынсемех сăмах хушса район центрĕ хитреленни çинчен калаççĕ. Пĕр хĕрарăм тимĕр “дворникĕн” (çỹп-çап пуçтараканăн) пысăк палăкĕ çине тĕлĕнсе пăхса тăрать: “Мĕншĕн-ха унăн тумтирĕ саплăклă?” Г. Степанов урамĕ вĕçĕнче çỹп-çап валли виткĕчлĕ симĕс ешчĕксем (контейнерсем) лартса пачĕç. Тулса çитнĕ çĕре пушатсах тăраççĕ. Пысăк çуртсенчен килсе тултараççĕ вĕсене. Тепĕр чух машинăпа михĕсемпе килсе пăрахаççĕ. Эпĕ те эрнере пĕр хут пĕчĕк пакет тухса пăрахатăп (укçине вара пĕр пекех тỹлетпĕр-ха). Ешчĕксем патне пырсан чун ыратса каять: ешчĕкĕсем тулса та çитмен-ха, виткĕчĕсене уçнă та хупмасăрах хăварнă, йĕри-тавра мĕн выртмасть-ши! Мĕншĕн ешчĕке пăрахмаççĕ-ши? Тепĕр чух ачисене çỹп-çап пăрахма яраççĕ те вĕсем е çур çулта, е ешчĕк çумне пăрахса хăвараççĕ. Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕ ăçта пăрахмаллине вĕрентсе, хытарса ямасть-ши? Мĕнле пуласси, мĕн-ле пурăнасси хамăртан та нумай килет вĕт! Хамăр тавралăх таса, тирпейлĕ, хитре пулсан çỹреме те, пурăнма та кăмăллă. Кам чăрмантарать-ши пире тирпейлĕ пулма?
М. Ильина,
пенсионер.
Красноармейски ялĕ.