17 декабря 2019 г.

Ỹссе çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл, тирпей-илем, эстетика тата патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе кăçалхи раштавăн 10—25-мĕшĕсенче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чăваш Енре “Новогодняя Республика” марафон иртет. ЧР Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çирĕплетнĕ графикпа асăннă марафон раштавăн 13-мĕшĕнче пирĕн районта иртрĕ. Трак енри мĕн пур шкулсенче вĕренекенсем районăн тĕп елки патне пухăнчĕç. Вĕсене Хĕл Мучипе Юр пике, юмахсенчи паттăрсем кĕтсе илчĕç. Райадминистраци çывăхĕнчи лапамра Çĕнĕ çул флешмобĕ иртрĕ. Ун хыççăн уява ял тăрăхĕсем тăсрĕç. Тĕп уява Трак вăтам шкулĕн çамрăк параппанçисем уçрĕç. Праçнике килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе унăн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов саламларĕ. Вăл çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕ. Уява килнисене ял тăрăхĕсенчи, районти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем, “Чăваш патшалăх филармонийĕ” ГУКăн “Çеçпĕл” ансамблĕ савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕ.