АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еншик Чуллăра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

17 декабря 2019 г.

Еншик Чуллăра çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Иртнĕ эрнере, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, савăнăçлă лару-тăрура Еншик Чуллă ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Çак ятпа Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин “БСМП” БУ-н тĕп врачĕ И. Абызов, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л. Родионова, кунти ФАП заведующийĕ А. Антонова саламланă. Ял çыннисен ячĕпе А. Тихонова тухса калаçнă, сиплев çуртне çĕклесе лартма пулăшнăшăн тав тунă. Çĕнĕ ФАПа уçма çынсем чылайăн пухăннă. Кунта халĕ йышăну пỹлĕмĕ, процедурнăй, сывă пепкен тата акушер кабинечĕсем пур. Çаксем çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама май параççĕ. Пухăннисене районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх музыкин “Хавал” ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика