АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

13 декабря 2019 г.

Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн унта ку пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев правленин 2019 çулхи ĕçĕсем çинчен отчет туса пачĕ. Иван Афанасьевич çак тапхăрта ирттернĕ мероприятисем пирки туллин чарăнса тăчĕ. Иртекен çулталăкри финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру çинчен председатель çумĕ В. Михайлов пĕлтерчĕ. Кăçал районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 30 çул çитет. Çавна май раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ытларикун районти Культура çуртĕнче савăнăçлă каç пулать. Унта районти Н. Янкас премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслаççĕ, лауреатсен пултарулăхĕн концерчĕ иртет. 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Çỹлерех асăннă ыйтусемпе ларура В. Константинов, А. Алексеев, С. Гурьева, Н. Никоноров тата çак йĕркесен авторĕ тухса калаçрĕç. Ларура "Кедр тăрăхĕ — Трак ен" проект ертỹçине С. Мефодьевăна районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн членне илчĕç (Светлана Матвеевна хурав сăмахĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ парк уçма сĕнчĕ). Правлени членĕсем çавăн пекех организациллĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Ларура кунпа пĕрлех районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн çитес çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетрĕç. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика