13 декабря 2019 г.

Ирсерен "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцине ĕçе килнĕ е кăнтăрлахи апата кайнă чухне çак ватăна тăтăшах асăрхатăп эпĕ. Çĕлĕкне пусарах лартнă, хăй тивĕçлĕ канăва кайиччен тăрăшнă предприятин ятарлă тумне тăхăннă, аллинче туя. Район хыпарçин чăн-чăн тусĕ вăл, ăна чылайранпа илсе тăрать. Ăна ку хутĕнче редакци урлă çырăннă май, райхаçат тухнă кун ун патне тăтăшах килет, унти çĕнĕ хыпарсемпе туллин паллашать. Мучипе пĕр енчисем пулнă май, нихăçан та алă тытмасăр, сывлăх сунмасăр иртместпĕр, "ентешсем мĕнле пурăнаççĕ", тетпĕр пĕр-пĕрне. Геннадий Александрович Прокопьев Упи ял тăрăхне кĕрекен Мамçа-Пайсупин ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хăйне "вăрçă ачи" теме кăмăллать Г. Прокопьев. Ку ахальтен мар. 1939 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ вăл. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи кĕрлеме пуçланă чухне Гена çулталăк çурăри ача кăна пулнă-ха. Пайсупин ялĕнчен иртнĕ вăрçа 140 çын тухса кайнă, вĕсенчен 67-шĕ тăван тăрăха каялла таврăнайман. Çак хаяр вăрçă Прокопьевсен çемйине те тĕкĕнмесĕр иртсе кайман. Фронта амăшĕ енчен виççĕн тухса кайнă. Аркадий, Александр, Сергей Арсентьевсем тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă. Питех те шел, Александра тăван тăрăха таврăнма шăпа пỹрмен. Ашшĕ килĕнчи 4 вăй питти арçын ирсĕр тăшмана хирĕç тăнă. Кил хуçин пиччĕшĕн, Геннадий Александровичăн мучĕшĕн Данилăн, Тăван çĕршывăн тĕп хулине — Мускава хỹтĕлеме тивнĕ. Ун чухне кунта питех те хаяр çапăçусем пынă. Пĕр тан мар çапăçура ентешĕм йывăр аманать. Ăна сипленме Атăл çинчи Горький хулинчи госпитале ăсатаççĕ. Унтан сипленсе тухсан Д. Прокопьева, малалла вăрçма пултараймасть тесе, кунти автозавода ĕçлеме хăвараççĕ. Ашшĕ — Александр Прокопьев вăрçă пуçлансанах фронта кайма повестка илет. Вăл Ленин-град фронтне лекет. Асăннă тапхăрта кунта та калама çук йывăр çапăçусем пынă. Нева çинчи хулашăн пирĕннисем мĕн пур паттăрлăхне кăтартнă. Ленинград фрончĕн командующийĕ Г. Жуков çирĕп приказ лартнă: пĕр утăм та каялла чакмалла мар. Ленинград блокади пирки эпир сахал мар илтнĕ, пĕлетпĕр. Ашшĕн-чен тăтăшах çырусем килнĕ. Амăшĕ, вĕсене алла илсен, куççуль витĕр икĕ-виçĕ хут вуласа панă. Г. Прокопьев çав самантсене аса илсе ассăн сывласа ячĕ, куçĕсем шывланчĕç. "Пĕр çырăвне вăл çумăр айĕнче çырнă пулас. Йĕпенсе пĕтсе хытса ларнăскере анне аран-аран вуланăччĕ. Ку аттен юлашки çырăвĕ пулнă. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хаклă çыннăм вилнĕ пирки яла хурлăхлă хыпар çитрĕ. Унта çапла çырнă: "Сержант Прокопьев А.П. Чув АССР. КрАрм район, Байсубинский сỸсов. Убит 18 сентября 1942 года. Похоронен в Дивизионной кладбище на 200 мест. Командир части майор Гончаров. Дер. Пустыня, Павловского района Ленинградской области, — терĕ Геннадий Александрович. — Ку хыпара илтсен апай — Ирина Арсентьева — пĕр чарăнмасăр макăрчĕ. Унăн хăй çĕре кĕричченех куç лакăмĕсем типме пĕлмерĕç тесен те йăнăш мар пулĕ. Эпĕ, виççĕри ача, урама тухса хамăр пỹрт умĕнче куçа шăлкаласа тăраттăм. Апай пек нуша курнă хĕрарăм татах пурччĕ пирĕн урамра. Вăл пирĕн пата тăтăшах ларма килетчĕ, апайпа калаçса кăмăлне уçатчĕ". "Атте" тесе каласа курман вăл. Ăна палламасть те, астумасть те. Хаклă çынни вăрçă хирне тухса кайнине амăшĕн, тăванĕ-сен сăмахĕсем урлă çеç пĕлнĕ. "Çакна çеç аван пĕлетĕп, — тет Г. Прокопьев. — Атте фронта тухса кайиччен тăван колхозра вăй хунă. Кĕр çывхарсан ĕç çинче ялти Георгий Григорьевпа пĕрле тырă вырнă. Вăл яланах малта лаша çине утланса çỹренĕ. Мамçан ун чухне ял пуçĕнче виçĕ çил арманĕ ларнă. Эпир, вĕтĕр-шакăр, выляма вĕсен тăррине тăтăшах хăпарнă. Тыр-пул пухса кĕртсен аттене асăннă армансен заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ". Хăй ача чухне нуша курнине вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетрĕ Г. Прокопьев. "Апая атте çуккипе питех те йывăр килчĕ, — тет вăл. — Вăрçă çулĕсенче хĕл сивĕ килчĕ. Пỹрт-çурта хутса ăшăтма сахал мар вутă кирлĕ пулнă. Ăна тупма вара пачах та çăмăл марччĕ, туянма укçа-тенки çитмен. Вăй питти лашасене фронта ăсатса пĕтерчĕç. Бригадăра вутта кайма пĕтĕ кĕсре е начар лаша кăна пурччĕ. Енчен те кĕсре хăм пăрахсан е лаша хатĕрне юрăхсăра кăларсан — пурне те хăвăнтан шыраса илетпĕр тесе хăрататчĕç". Çурма тăлăх ỹссе нуши-йывăрлăхне сахал мар курнă Геннадий Александрович. Ашшĕ фронта тухса кайиччен çĕклесе лартнă пỹрте ăшăтса тăма йывăр тесе амăшĕ ăна пĕчĕклетме йышăннă. Вăрçă хыççăн платниксем тытма тивнĕ. Вăхăтлăха пурăнма улăм витнĕ сарая куçнă. "Астăватăп, вăл çул çумăр хытă çурĕ. Шыв анса сарайĕнче типĕ вырăнта юлмарĕ. Сарай кĕтессинчи атте фронтран янă çырусемпе сăн ỹкерчĕксем пĕтĕмпех юрăхсăра тухрĕç. Вĕсене сыхласа хăварайманшăн паян кунчченех кулянатăп", — палăртать вăрçă ачи. Ашшĕн шăллĕне, Петр Прокопьева, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен диплом илсе тухсан направленипе Яманак шкулне вĕрентме яраççĕ. Кунта ăна пĕр хушă директорта та вăй хума тивет. Хаяр вăрçă пуçлансан ентеше çийĕнчех фронта кайма повестка параççĕ. Çул Ленинград еннелле выртнă. Нимĕç самолечĕ вĕсен эшелонне бомба пăрахса сирпĕтсе ярать. Пурте тенĕ пекех яланлăхах куçĕсене хупаççĕ. Çав шутра Петĕр те. Ашшĕн тепĕр шăллĕн, Ильян, шăпи интереслĕ килсе тухнă. Вăл çар училищи хыççăн Прибалтика фронтне лекет. Шаулья хулине ирĕке кăларнă чухнехи пĕр çапăçура И. Прокопьев йывăр аманать. Ăна вилнĕ тесе пăрахса хăвараççĕ. Пĕр латыш хĕрарăмĕ иртсе пынă чух Илья кăшт сывланине асăрхать. Ăна хăй килне илсе кайса сыватать. Кун хыççăн иккĕшĕ пĕрле пурăнма пуçлаççĕ, çемьеллĕ пулаççĕ. Виçĕ ача çуратса ỹстереççĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Паян Геннадий Александрович унăн шăпи пирки нимех те пĕлмест. "Аттене курмасăрах çын пултăм эпĕ". Çак сăмахсене темиçе хут та каларĕ Г. Прокопьев. Упи шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл çарта пулнă. Çар хĕсмечĕ Украинăри авиаци чаçĕнче 1958-1962 çулсенче иртнĕ. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Асаилỹсен çăмхине чылай сỹтрĕ вăл. "1969 çулта Ленин ячĕллĕ хисепленекен колхозра тĕп инженерта ĕçлеме пуçларăм, — тет вăл. — Хуçалăх председателĕ Л. Васильев пĕр канашлура ĕнесене машинăпа сума пуçламалли çинчен палăртрĕ. Пуçларăмăр вара фермăсенче ку çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме. Мĕн тетĕр: пирĕн ĕç харама каймарĕ, дояркăсем çĕнĕ меле питех те хăвăрт хăнăхрĕç. Уписен ячĕ район шайĕнче янăрама тытăнчĕ. И. Александров доярăн ячĕ хаçат страницисенче тăтăшах курăнатчĕ. Тепĕр самант та асран тухмасть. Леонтий Васильевич хуçалăхăн Тури Кушаралла каякан йĕтемĕ çине илсе кайрĕ. Унта районти "Сельхозтехника" слесарĕсем пухса пĕтермен КЗС-5 агрегат ларать. Слесарь-юсавçăсем ĕçне пуçланă, кайран вара пăрахса кайнă. Нимĕнле инструкци-документ та, гайки-болти те хăварман. Хуçалăх ертỹçи тырă тасатса типĕтмелли агрегата хĕрỹ тапхăрччен ĕçе яма палăртать. Ку ыйтупа эпĕ районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ патĕнче темиçе хут та пултăм, анчах усси пулмарĕ. Вырăнти механизаторсенчен Алексей Никитин ертсе пыракан юсавçăсен бригадине йĕркелерĕм. Çĕрпĕве çỹренĕ чухне Рындино ялĕ çумĕнче çакăн пек агрегат ларнине асăрханăччĕ. Çавăнта икĕ хут кайса килсе паллашрăмăр. Ĕçе тытăнтăмăр, канмалли кунсене пăхмасăр тăрăшрăмăр. Хуçалăхри И. Варфоломеев тĕп электрик ертсе пыракан бригада та хăйĕн сăмахне тытрĕ. Пирĕн КЗС çĕнĕ тырра йышăнма пуçларĕ. Анатолий Грачев агрегата питех те пĕлсе ĕçлеттерчĕ. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çанталăк шăрăх тăчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене, касăллă, пахча çимĕç культурисене шăварас ыйту çивĕч тухса тăчĕ. Мăн Çавала пĕвелерĕмĕр, тĕрлĕ йышши агрегатсемпе шăварса тăма пуçларăмăр. Тĕрлĕрен культурăсен тухăçĕ те ỹсрĕ, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те хăпарчĕ". Ĕç-хĕле аван пĕлекен специалиста пуçлăхсем те асăрхаççĕ. Кĕçех Г. Прокопьева районти "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕн гараж заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать вăл. Кунта виçĕ çул хушши тăрăшать. Каярах Геннадий Александровича районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне ĕçе йыхравлаççĕ. Кунти СТО-ра (техникăлла пулăшу паракан станци) яваплă ĕçре вăй хума пуçлать Геннадий Александрович. Хуçалăхсенчен илсе килнĕ автомашинăсене çĕнĕ пурнăç “парнеленĕ” кунта. Кампа тĕл пулма, кампа ĕçлеме тỹр килмен пулĕ ăна çак тапхăрта? 20 çул тăрăшать вăл СТО пуçлăхĕнче. Колхоз-совхозсем саланма пуçланă хыççăн Г. Прокопьев тулли мар явалă "Чулхула трансгаз Газпром" пĕрлешĕвĕн филиалĕнче-Заволжски ЛПУМГра вăй хума тытăнать. Кунта Геннадий Александрович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать. — Красноармейски ялĕнче 1939 çулта çуралнисем виççĕн эпир, — тет Г. Прокопьев — Л. Иванов 80 çулхи юбилейне çулла паллă турĕ. Лев Васильевич кун-çулĕн пысăк пайне руль умĕнче ирттерчĕ. Вăл “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕн водителĕ пулнă. Л. Антонов — ял хуçалăх производствин ветеранĕ, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 80 тултарчĕ. Леонид Илларионович чăн-чăн çут çанталăк тусĕ, вăрманçă, сад ăсти, агроном, сăвăç, Красноармейски районĕн гимнĕн авторĕ. Савăнатăп, мухтанатăп тус-юлташăмсемпе. Юратнă мăшăрĕпе, Роза Ананьевнăпа, вĕсем ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Саша шкул сакки çинче ларнă чухне çар çыннин пурнăçне килĕштернĕ. Каярах çар училищи вĕренсе пĕтернĕ хыççăн служба тивĕçне пурнăçланă чухне чылай "хĕрỹ" точкăсенче пулма тивнĕ Александр Геннадьевича. Паян А. Прокопьев подполковник Чăваш Енĕн Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çар комиссариатне ертсе пырать. Света хĕрĕ чылай тапхăр налук тытăмĕнче вăй хурать. Унăн мăшăрĕ А. Игнатьев тулли мар яваплă "Чулхула трансгаз Газпром" пĕрлешĕвĕн филиалĕнче_Заволжски ЛПУМГра служба пуçлăхĕнче тимлет. Александр Петровичăн ывăлĕ Артем Мускаври çар училищин 3-мĕш курсĕнче вĕренет. Кĕçĕнни — Лилия. Вăл Шупашкарти ресторансемпе столовăйсен трестĕнче ĕçлет. Ачисемпе, çичĕ мăнукĕпе туллин савăнать ватă. Вĕсем тăван килне килсех çỹреççĕ, ашшĕне-кукашшĕ-аслашшĕне туллин савăнтараççĕ. Тата ватăна кунтан ытла мĕн кирлĕ? Хăй вăхăтĕнче патшалăх панă райцентрти Механизаторсен урамĕнчи виçĕ пỹлĕмлĕ хăтлă хваттерĕнче ватлăх кунĕсене пĕчченех ирттерет вăл. Çитес вырсарникун, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Г. Прокопьев 80 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Çак паллă кун ячĕпе ентешĕм хăна-вĕрле пухма хатĕрленет. Хам ятран эпĕ ăна ăшшăн-ăшшăн саламлатăп, канлĕ ватлăх, ăш пиллĕх сунатăп, çапла калатăп. Г. Борзин.