13 декабря 2019 г.

Иртнĕ эрнекун строительство керамикин “КЕТРА” завочĕн никĕсĕ çинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Çавна май предпринимательсем район администрацийĕн тата ЧР пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшу кỹрекен инфратытăм çыннисемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева уçнă. “Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, уйрăм предпринимательлĕх пуçарăвне çул парас наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ЧР пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшу парасси çинчен” ЧР экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерствин пай ертỹçи З. Могамедова тухса калаçнă. Унта çавăн пекех асăннă министерствăн республикăри бизнес-инкубатор пуçлăхĕ В. Викторов, “ЧР пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли агенствăн” микрокредит кампанийĕ” АНОн ĕç тăвакан директорĕ А. Маслов, ыттисем сăмах илнĕ. Юлашкинчен унта хутшăннисем “КЕТРА” завод тăрăх экскурсире çỹренĕ, предприятин производство процесĕпе паллашнă. Çакна палăртмалла: паянхи куна строительство керамикин “КЕТРА” завочĕ Раççейре кирпĕч кăларакан чи малта пыракан, хальхи вăхăт ыйтакан автоматизациленĕ технологиллĕ предприятисенчен пĕри шутланать.