АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей гражданинĕн паспортне илчĕç

13 декабря 2019 г.

Раççей гражданинĕн паспортне илчĕç

 Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Раççей Конституцийĕн кунĕ умĕн, районти Культура çуртĕнче каччăсемпе хĕрсен ушкăнĕ тĕп документа — Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илчĕ. Вĕсене çак паллă пулăм ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов тата РФ Шалти ĕçсен министерствин “Цивильский” пайĕн районти уйрăмĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, полици капитанĕ С. Петров саламланă. Валерий Юрьевич çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, яланах яваплă тата дисциплинăллă пулма суннă. Çамрăксем уява килнисем умĕнче тупа сăмахĕсем каланă. Районти тĕп вулавăш ĕçченĕ А. Алексеева яшсемпе хĕрсене “Равенство прав и возможностей” ятлă памятка панă. Юлашкинчен районти ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика