10 декабря 2019 г.
Тем пекехчĕ Хура-шур курнă, нумай çул пурăнакан Трак енри мучи-кинемейсене ятарлă паллăпа чысласси тахçантанпах канăç памасть мана. Кун пирки кампа кăна калаçмарăм пулĕ эпĕ, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат урлă та икĕ хут тухса калаçрăм. Чỹк уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн улттăмĕш созыври черетлĕ 44-мĕш ларăвне хутшăнма тỹр килчĕ мана. Унта та çак ыйтăва тепĕр хут çĕклерĕм. Депутатсен черетлĕ ларăвĕнче мана та сăмах пачĕç. Эпĕ çитес çул çĕр шыв историйĕнчи паллă пулăм — Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитни, ăна анлăн паллă тăвасси пирки сăмах пуçартăм. Пĕртте çăмăл килмерĕ çав вăрçăра пирĕн халăха. Çирĕм çичĕ миллион çын таврăнман унтан. Пысăках мар Трак тăрăхĕнчен çеç фронта 6030 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2162-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Çавăнпа та фронтра юн тăкнисене, тылра тар юхтарнисене паянхи ăрун манма юрамасть. Халĕ Трак енрен иртнĕ вăрçа хутшăннисем алăри пỹрнесем çине хурса шутламалăх та юлмарĕç пулас. Совет Союзĕн маршалĕ Г. Жуков çапла каланă: “Тылсăр Çĕнтерỹ çук”. Хаяр вăрçă çулĕсенче ыттисемпе пĕрле тылра тар тăкнисем те 80 çул урлă каçнă ĕнтĕ. Шăпах çав мучисемпе кинемисене, 85, 90, 95 çул тултарнисене, хăйсен çулĕсене палăртакан паллăпа чыслама сĕнетĕп. Вĕсенчен эпир тĕслĕх илĕпĕр. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче мана итленĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов çапла каларĕ: “Ватăсен кăкăрне илем кỹрекен паллăна тăвăпăр. Унăн удостоверенине хатĕрлеме укçа-тенкĕ тупăпăр”. Çакă мана савăнтарчĕ. Çитес кунсенче ватăсен килĕсене ку ĕçшĕн яваплă çынсем пыма пултараççĕ, вĕсем мучисемпе кинемисен кун-çулĕпе интересленĕç. Çитес çулхи Çĕнтерỹ уявĕнче ватăсен кăкăрне çак паллă илем кỹрессе шанатăп тата ĕненетĕп. В. Димитриев.