АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем тупăшнă

06 декабря 2019 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Çĕнĕ Шупашкарти 3 №-лĕ СШОРăн çăмăл атлетсен манежĕнче Совет Союзĕн Паттăрне Н.М. Дудецкине асăнса çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта Чăваш Енти хуласемпе районсенчи, Атăл çи федераци округĕнчи регионсенчи 600-е яхăн спортсмен хутшăннă. Ăмăртусенче 2005—2006 ç.ç. хĕрсемпе каччăсем тупăшнă. Икĕ кун хушшинче спортсменсем çăмăл атлетикăн 13 енĕпе кĕрешнĕ. 60 м, 200 м, 400 м, 800 м, 1500 м, 3000 м, 60 м тата 2000 м чăрмавсем урлă чупасси, тăршшĕне сикесси, çỹллĕшне сикесси, сăнă ывăтасси, йĕтре пересси, 3000 м (хĕрсем), 5000 м (каччăсем) утасси. Асăннă ăмăртусене Трак енри 18 çамрăк спортсмен хутшăннă. Наталия Васильева (2003—2004 ç.ç.) 2000 м чăрмавсем урлă чупассипе виççĕмĕш пулнă. Екатерина Артемьева 1500 м чупассипе, Леонид Платонов çỹллĕшне сикессипе, Никита Яковлев 2000 м чăрмавсем урлă чупассипе япăх мар кăтартусемпе палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика