06 декабря 2019 г.

Вăрмар поселокĕнче кунти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине тата бокс енĕпе Раççей спорт мастерĕсен И. Николаевпа Н. Васильев парнисене çĕнсе илессишĕн III уçă турнир иртнĕ. Унта Шупашкарпа Çĕрпỹ хулисенчи, Кỹкеç поселокĕнчи, Вăрнарпа пирĕн районти боксерсем хутшăннă. Тупăшусенче пирĕн боксерсем те япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Çивĕч кĕрешỹре Никита Орешников (60 кг, 2004—2005 ç.ç., Трак вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иван Ершов (42, 2006—2007), Константин Ельмаков (36, 2004—2005, Трак) иккĕмĕш, Павел Прохоров (29, 2008—2009, Трак), Кирилл Матвеев (54, 2004—2005, Красноармейски) виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерỹçĕсене СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш АССРĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш тата Мари Эл Республикисен тава тивĕçлĕ тренерĕ, тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерỹçи В. Львов чысланă.
А. Тимофеев, П. Яковлев.