АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене уçăмлатрĕç

06 декабря 2019 г.

Тĕллевсене уçăмлатрĕç

Çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавна май пур çĕрте те иртсе каякан çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме тытăнчĕç, çывхараканни валли çĕнĕ тĕллевсене уçăмлатма пуçăнчĕç. Чỹк уйăхĕн юлашки кунĕнче, авă, Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн çулталăкри йăлана кĕнĕ пухăвĕ пуçтарăнчĕ. Академиксем çак тапхăрта пухăннă ыйтусене пур енлĕн те тĕплĕн тишкерчĕç, çитес çул умра тăракан задачăсене туллин сỹтсе яврĕç. Пысăк пухăва çỹлерех асăннă академи президенчĕ Е. Ерагин уçрĕ. Президиум суйланă хыççăн малалла ăна С. Отрыванов йĕркелесе пычĕ. Академиксем 5 ыйтуран тăракан кун йĕркине çирĕплетрĕç. Пĕрремĕшĕпе И. Дубанова сăмах пачĕç. Вăл списокра пĕтĕмпе 352 академик шутланса тăнине, анчах та çуррине яхăнăшĕ академипе çыхăну çухатнине, çакăн тĕп сăлтавĕ — вĕсем ватăлни (калăпăр, 65 çултан тытăнса 90 çула çитнисем кăна — академи йышĕн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ). “Чăвашлăхшăн тăрăшакансенчен иртнĕ 9 çулта академиксен йышне пурĕ 152 хастара йышăнтăмăр. Рете çамрăксемпе пуянлатассишĕн çине тăмалла пирĕн. Паян, акă, хамăр йыша маттур тата 5 çынна илетпĕр”, — палăртрĕ докладчик. (Сăмах май, пысăк пухăва 112-ĕн хутшăнчĕç, республикăри Культура министерствипе патшалăх влаçĕнчи ытти яваплă çынсем те пулчĕç). Унтан Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн президенчĕ Е.Ерагин сăмах илчĕ. Евгений Евстафьевич академи тăван халăх ăсĕпе чунĕ тата чысĕ пулнине уйрăммăн палăртрĕ. “Эсир пулсан, чăвашлăх пĕтмест, вăл малашне те пулатех”, — терĕ вăл, маттуррисенчен маттуррисен пĕр ушкăнне тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕ. Пухура Чăваш Республикинчи профессионал писательсен Пĕрлĕхĕн председателĕ Л.И. Михайлова (Филиппова) Пĕрлĕхпе академи хушшинче çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусни, чăвашлăх тĕнчине упраса хăварассин тата аталантарассин программине пурнăçа кĕртме çине тăрса вăй хума чĕнсе каларĕ, ку енĕпе республикăри литературăпа культурăн тата искусствăн “Тăван Атăл” журналĕ нумай ĕçленине пĕлтерчĕ. Акдемиксен çулталăкри пысăк пухăвĕнче пĕтĕмпе 10 çын ытла тухса калаçрĕ, çав шутра пирĕн ентеш — Яманак ялĕнчен тухнă Э. Патмар академик та пулчĕ (сăмах май, Эдисон Иванович академин пĕр уйрăмĕн ĕçне йĕркелесе пырать, хальхинче вăл шкулсемпе ача сачĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси çине тимлĕх ытларах уйăрма, вĕсенче фольклор ушкăнĕсем нумайрах йĕркелеме сĕнчĕ), кунпа пĕрлех вăл ашшĕн — халăх сăмахлăхне пухассипе нумай вăй хунă Иван Анисимович Патмарăн премине хамăрăн тепĕр ентеше — Вăрманкас Шетмĕ ялĕнче пурăнакан ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидатне А. Скворцов академика пачĕ, çапла вара Анатолий Иванович асăннă премин 13-мĕш лауреачĕ пулса тăчĕ. Тухса калаçнă Тутар Республикипе Чĕмпĕр облаçĕн представителĕсем те вĕсенче чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тăвакан ырă ĕçсем пирки хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç. Пухура кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех академин 2020 çулхи планне те пăхса тухса çирĕплетрĕç. Пуху умĕн чăвашсен паллă çыравçипе И.Егоровпа курнăçрăм. Иван Павлович, сăмах май, 1968—1973 çулсенче пирĕн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра вăй хунă. Каярахпа республикăри “Коммунизм ялавĕ” хаçата куçнă. Иван Егоров вулакансем патне пурĕ 13 кĕнеке çырса çитернĕ, вăл шутра — “Виçĕ чарлан” (çак кĕнекери геройсен сăнарĕсене пĕтĕмпех Трак тăрăхĕнче пурăнакансемпе çыхăнтарнă), “Тĕтреллĕ Лондон”, “Çут тĕнче” (3 кĕнекерен тăракан роман-эпопея) тата ыттисем те. Иван Павлович халĕ — тивĕçлĕ канура, Шупашкарта пурăнать, шырать, тĕпчет, çырать, пĕртте ахаль лармасть. “Анчах унччен çырнисене те вулакан умне кăларасчĕ-ха”, — палăртрĕ халăх юратакан писатель. Вăл Трак ен çыннисене ăшă салам калама ыйтрĕ, пирĕн тăрăха килсе курма шантарчĕ. Эпĕ вара Иван Павловича пултарулăхра çĕнĕ çитĕнỹсем туптама ăнăçусем сунтăм. Асăннă пухăва мансăр пуçне Трак енрен В.Константинов, А. Скворцов, В. Серафимов, В. Михайлов тата И. Патмар академиксем те хутшăнчĕç.

В. Данилов-Тавкил.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика