АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс “асфальт”

06 декабря 2019 г.

Петюкпа Санюк упăшкипе арăмĕ. Чăннипе вĕсене, халăхри пек каласан, стариккипе карчăкки темелле, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те çитмĕл урлă каçнă. Вĕсем сывлăха упрамашкăн ытларах çурран утмаллине, уçă сывлăшра пулмаллине лайăх ăнланаççĕ. Çапла тăваççĕ те. Ытларах дачинче пулма тăрăшаççĕ. Унта вара çу каçипех ĕç пĕтмест. Улмуççисен, çырласен хăрнă тураттисене иртмелле, пахча çимĕçе çум курăкран тасатмалла. Сахал-им тата ытти ĕç... Дачи хваттертен икĕ çухрăмра. Унччен Петюкпа Санюк унта çурранах çỹренĕ. Ватлăх еннелле кайсан мăшăр “тимĕр урхамаха” шанакан пулчĕ. Çыннăн психологийĕ çавнашкал. Кут айĕнче техника (УАЗ автомашина) пур чух çуран çỹрес килмест. Пĕррехинче çумăр хыççăн черетлĕ хут çут çанталăк ытамне кайма тухрĕç. Санюк тỹрĕ çулпа каясшăн. Анчах унпа каймалли çул йывăртарах, пылчăклă, машина хытă вараланать. Кайран ăна çуса тасатса тăнран каймалла. Ку таса мар ĕçе ялан тенĕ пекех Петюк тăвать. Çавăнпа Петюк Санюкпа килĕшмерĕ. Кунпа пĕрлех вăрман хĕррипе дачăна каймалли тавра çул та пур. Вăл ана урлă хывнипе танлаштарсан самай лайăхрах, курăклă, çăрса пĕтермен. — Пирĕн кирлĕ çĕре çитмешкĕн симĕс “асфальтлă” çул та пур, унпа каятпăр, — хăйĕн татăклă шухăшне пĕлтерчĕ кил хуçи.

И. Чураль.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика