АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем сывă çитĕнччĕр

06 декабря 2019 г.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев "Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата вĕсене аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен" Указа алă пуснă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, асăннă документ шкулта вĕренекенсене, уйрăмах кĕçĕн классенчи ачасене (2_4-мĕш классене), шывра ишме вĕрентессипе çыхăннă. "Çулленех тỹлевсĕр майпа 15 пине яхăн ачана ишме вĕрентмелле", — палăртнă М. Игнатьев. Занятисене республикăри вĕрентỹ организацийĕсен тата физкультурăпа спорт балансĕ çинче тăракан бассейнсен никĕсĕ çинче йĕркелеме пăхаççĕ. Асăннă учрежденисенчи медицина пункчĕсене ятарлă оборудованипе тивĕçтереççĕ, çавна май 17,973 млн тенкĕ уйăраççĕ. Унсăр пуçне спортăн 59 инструкторне вĕрентсе хатĕрлеççĕ, кун валли 885 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Пĕтĕмпе вара çак тĕллевпе ЧР бюджетĕнче 18,858 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Бассейнсем çук муниципаллă районсенчи (Элĕк, Улатăр, Красноармейски, Çĕмĕрле) вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çывăхри районсенчи физкультурăпа сиплев комплексĕсемпе бассейнсене тỹлевсĕр мелпе усă курас тĕлĕшпе килĕшỹсем тумалла. Республика Пуçлăхĕ çакна палăртнă: шывра кашни ачана туллин аталанма тата вĕсене хăйсене шывра хăрушсăрлăхлă тытма май парать. Республикăра шывра ишесси спортăн малта пыракан енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хушнипе республикăри шкулсенче "Эпĕ ишме пĕлетĕп" проект ĕçе кĕрет. 2014- 2019 çулсенче республикăра 7 бассейн, вĕсенчен 5-шĕ — Шупашкарта, иккĕшĕ Вăрнар районĕнче ĕçе кĕнĕ. "Единая Россия" парти проекчĕпе килĕшỹллĕн, И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра 25 метрлă бассейн тăваççĕ. Ăна çитес çулхи вĕренỹ çулĕ валли ĕçе яма пăхаççĕ. Кунсăр пуçне "Спорт — пурнăç виçи" регион проекчĕпе, вăл "Демографи" наци проектне кĕрет, 2021 çулта Элĕк районĕнче бассейн çĕклеме пăхаççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче М. Игнатьев Пĕтĕм Раççейри шывра ишес федерацин пĕрремĕш виçе-президенчĕпе И. Горинпа тĕл пулнă. Унта сăмах ведомствăсем хушшинче "Шывра ишесси — кашнин валли" программăна пурнăçа кĕртесси пирки пынă. Вăл халăхăн тĕрлĕ ỹсĕмне тата ушкăнне пырса тивет. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн, "Раççей Федерацийĕнче шывра ишме вĕрентессине пĕтĕмĕшле туса пырасси" çумпрограмма ĕçе кĕмелле. Вăл вара пепкесене мĕн пĕчĕкрен çак спорта явăçтарма, малашне ăста спортсменсем хатĕрлеме май парĕ. Ун чухне Чăваш Ен асăннă программăна пурнăçа кĕртмелли чăн-чăн лапамсенчен пĕри пулса тăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика