АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн VII съезчĕ

06 декабря 2019 г.

ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн VII съезчĕ

 Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Красноармейскинче ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн VII съезчĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енти муниципаллă районсен, хуласен округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн правленийĕн тата ревизи комиссийĕн членĕсем хутшăннă. Съезда хутшăнакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ_Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Ю. Васильев саламланă. Дискусси лапамĕнче ЧР муниципаллă пĕрлешỹсенче наци проекчĕсене пурнăçлассин актуаллă ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов "Чăваш Ен пуçлăхĕн "Республика территорийĕнчи обществăлла инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçласси çинчен" Указне пурнăçласси епле пулса пыни çинчен" ыйтупа тухса калаçнă. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ А. Николаев "Муниципаллă пĕрлешỹсенче автомобиль çулĕсем тăвас, юсас тата вĕсене тытса тăрас тата Чăваш Енте "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" наци проектне пурнăçлас ĕç епле пыни çинчен" ыйтупа сăмах илнĕ. Съездра ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн правлени председателĕ А. Куликов сăмах каланă, ыйтусем çине хуравланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăваш наци конгресĕн Президентне, "ТУС" пĕрлешĕвĕн тĕп директорне Николай Федорович Угаслова "Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ятне панă. Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика