АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Манăн анне — чи хакли”

03 декабря 2019 г.

 Çак темăпа “Парус” ача садĕнче анлă уяв иртрĕ. Кашни çулах эпир чỹк уйăхĕн вĕçĕнче Аннесен кунне паллă тăватпăр. Эпир те “Парус” ача садне çỹрекен ачасемпе çак уява тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Аслă ушкăна çỹрекен ачасемпе “Ман юратнă анне” тата “Манăн анне — чи хитри” темăсемпе калаçу ирттертĕмĕр, амăшĕсен сăнĕсене ỹкертĕмĕр. Амă-шĕсем илемлĕ сăн ỹкерчĕксене курсассăн хăйсен савăнăçне пытармарĕç. Аннесене халалланă уявра икĕ ушкăна çỹрекен ачасем амăшĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ачасем вĕсем çинчен чун-чĕререн тухакан сăмахсене сăвăсенче каласа пачĕç. Амăшĕсемпе пĕрле илемлĕ юрăсем юрларĕç, ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Ачасем “Амăшĕсем валли юмах” сценка лартрĕç. Пурте пĕрле “Улыбка” юрра шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă открыткăсемпе чечексене амăшĕсене парнелерĕç. Аннесен кунне халалланă мероприяти савăнăçлă иртрĕ. Уяв хыççăн ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Ăна заведующи ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л. Васильева ертсе пычĕ. Ача сачĕн тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем пирки Упи вăтам шкул директорĕ Г. Германова тухса калаçрĕ. “Килте тата ача садĕнче ачасен пуплевне аталантарасси” темăпа А. Иванова воспитатель вăйă тренингĕ ирттерчĕ. Амăшĕсене тĕрлĕ вăйăсемпе паллаштарчĕ, выляттарчĕ. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕ садик ĕçченĕсене саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. А. Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика