03 декабря 2019 г.
Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Ун умĕн Çĕнĕ Шупашкарта сусăр çынсен республикăри спорт фестивалĕ пулса иртнĕ. Унта Трак ен спортсменĕсем те хутшăннă. Тупăшусем шашка, шахмат, джакколо, дартс, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика енĕпе 10-17 тата 18 çултан аслăрах спортсменсем хушшинче иртнĕ. Унта Трак енсем япăх мар ăмăртнă. Г. Александрова (17 çулччен) шашка енĕпе ылтăн, С. Пантелеймонов сĕтел çи тенниспа кĕмĕл, П. Яковлев шахмат енĕпе пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.