03 декабря 2019 г.

Несĕлсем хăварнă кĕмĕл Ĕмĕре тăсаймĕ.
Çук! Вăрăм мар этем кун-çулĕ:
Паян пур эс, ыран — çук.
(Автор).
Çапли çапла-ха, анчах та халăхăмăрăн паянхи кун та манăçа тухман юрăри “Шыв юхать те чул юлать, ĕмĕр иртет кун юлать” вилĕмсĕр йĕркесем халăхра чĕрĕ астăвăм пурăнмаллине, пирĕн хамăр хушăмăртан тухса ырă ĕçсем хăварнă çыннăмăрсене манăçа кăлармалла маррине ас тутараççĕ. Эпĕ те хамăр юратса вулакан райхаçатăн çак страницинче хăйĕн вăрăмах мар, анчах пархатарлă пурнăçне Кĕçĕн Шетмĕ салинче пурăнса ирттернĕ ĕçри çывăх юлташăм Николай Афанасьевич Афанасьев çинчен пуçарасшăн. Питех те шел, йывăр чире пула ăслă та çивĕч чĕлхеллĕ, чĕрĕ те кулăш туйăмлă, çĕкленỹллĕ те хастар çын кăçалхи пуш уйăхĕн 21-мĕш кунĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Николай Афанасьевич — “вăрçă ачи”, 1941 çулхи декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ салинче колхозниксен çемйинче çуралнă. Çемьере тăватă ача: виçĕ хĕрпе пĕр ывăл. Коля — иккĕмĕш. Ашшĕ — Афанасий Андреевич Андреев — ялта пуçаруллă та хисеплĕ çын, 1940—1942 çулсенче “Исаково” колхоз счетовочĕ, 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. Пуçран йывăр аманнине пула тăван киле инвалид пулса таврăнать. Пултаруллă çынна колхозниксем часах хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Амăшĕ — Александра Васильевна Андреева — уй-хир ĕçĕнче тăрăшнă. 1946 çул, вăрçă хыççăнхи çулталăк пирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн йывăр çул пулнă. Çанталăк типĕ килнине пула тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕк пуласса колхозниксем пĕлсе тăнă. Председатель, колхозниксене кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе, хĕл каçарнă тырра килĕрен валеçсе пама хушать. Района ертсе пыракансем, паллах, çакăншăн председателе каçарман. Çапла вара 1946 çулхи утă уйăхĕнче А. Андреева судпа айăпласа, ирĕкрен хăтарса ĕçлесе юсанмалли колоние ăсатаççĕ. Кунтан вăл 1947 çулхи октябрь уйăхĕнче çăлăнса тухать, колхозра ферма заведующи, аслă конюх, кладовщик пулса вăй хурать, вăрçăн йывăр суранĕсене пула 1971 çулта, 61 çула кайса, вăхăтсăрах пурнăçран уйрăлать. Николай Афанасьев 1948—1958 çулсенче шкул ачи: Кĕçĕн Шетмĕри 7 çул вĕренмелли, çавăн пекех Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлỹ пухать. Коля çемьере “арçын” ĕçĕсене пĕчĕкренех хăнăхса пынă, пăчкă-пуртă та ун аллинче çăмăллăнах вылянă. Çуллахи вăхăтра ир пуçласа каçченех лаша кỹлсе çитĕннĕ арçынсемпе танах колхозри ĕçсене пурнăçланă, хĕллехи вăхăтра килти картишĕнче выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Тантăшĕсем вара (ун ĕçне çапла хакланă-ши?) Кольăна “мужик” хушма ят парса кăштах тăрăхланине те астăватăп. Алла вăтам пĕлỹ илни çинчен пĕлтерекен аттестат илнĕ хыççăнах каччă республикăн тĕп хулине çул тытать. Вăл 1958 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1959 çулхи август уйăхĕччен Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ техучилищĕра вĕренет, платник-столяр специальноçе алла илет. Вăл çулсенче пирĕн çĕршывра пысăк стройкăсем пынă, ỹркенмен çамрăксемшĕн таçта та çул уçă пулнă. Паллах, каччăна малашлăх астарнах ĕнтĕ. Коля инçете — Красноярск тăрăхĕнчи Абакан хулине çул тытать. Кунта пĕр хушă чукун çул тунă çĕрте вăй хурать. Салтак ячĕ тухнă май 1960 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăнкаруллă та сывлăх енчен маттур каччăна Тинĕс-Çар флотне хĕсмете илеççĕ. Вăл Владивосток хулинче çар ĕçне вĕренет, радиометрист специальноçне алла илет. Çар ĕçне Камчаткăра, унтан çурçĕрти Карск тинĕсĕнчи “Русский” утравĕ çинче пурнăçлать. 1963 çулхи ноябрь уйăхĕнче тăван киле таврăнать. Пĕр вăхăт Шупашкарти кирпĕч заводĕнче ĕçлет, 1964 çул пуçламăшĕнче Шупашкарти “Волгонефтехиммонтаж” трест направленийĕпе Саратоври вĕренỹ комбинатне çул тытать. Асăннă трестри пĕр организацинче 3-мĕш разрядлă слесарь-монтажник пулса ĕçлет. 1965 çулхи август — ноябрь уйăхĕсенче Рязаньти вĕренỹ комбинатĕнче ĕç квалификацине ỹстерет: пысăк пусăмлă пăрăхсене пухса пуçтаракан 4-мĕш разрядлă слесарь пулса тăрать. 1967 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти трактор пайĕсем тăвакан заводра слесарь-юсавçăра ĕçлеме тытăнать. Йывăр вăрçă суранĕсене пула ашшĕн сывлăхĕ хавшасах пынă. 1967 çулхи август уйăхĕнче Н. Афанасьев тăван килне таврăнать, хуçалăхра вăй хума тытăнать. Колхоз правленийĕ пултаруллă çамрăка Етĕрнери 3-мĕш номерлĕ училищĕне вĕренме ярать. 1969 çулхи кăрлачран ентешĕм тăван хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕн механизаторĕ пулса ĕçлет. 1969 çулхи августра Н. Афанасьева Кĕçĕн Шетмĕ ял канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. Çак ĕçре вăл 1971 çулхи августăн 25-мĕшĕччен ĕçлет. 1971 çулхи сентябрь — 1973 çулхи июль уйăхĕсенче Шупашкарти партипе совет шкулĕнче вĕренет вăл: экономист-йĕркелỹçĕ специальноçне илет. 1973 çултан тăван “Волга” колхозра экономист, каярах çĕнĕрен йĕркеленнĕ “Нива” совхозра тĕп экономистра вăй хурать. Унтан пĕр хушă ахаль рабочире, унтан агрономра, бухгалтерта, экспедитор-агентра, совхоз директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ. Ултă çул хушши хуçалăхри сысна ĕрчетекен комплекса ертсе пынă вăл. Унтан ял администрацийĕнче çĕр-йĕркелỹçĕре, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕнче инженер-газовик пулса ĕçленĕ. Хăйне шанса панă ĕçсенчен пăрăннине, “Аюк! Çук-çук!” тесе хирĕçленине пĕрре те астумастăп эпĕ. Кирек мĕнле ĕçе те вăл яваплăхне ăнланса, тĕплĕн пурнăçланă. Йывăр самантсенче те çухалса кайман, хăраса ỹкмен. Астăватăп-ха: 1970 çулхи апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Тăхăр така ялĕнче пушар тухнăччĕ. Н. Афанасьевпа, вăл ун чухне ял совет, эпĕ колхоз председателĕччĕ. Çăмăл машина çине ларса часах асăннă яла çитрĕмĕр. Леонтий Владимиров колхозникăн пỹрчĕ çунать иккен. Кил хушшинче çынсем нумайччĕ. Л. Владимировăн амăшĕ, чылаях ватă хĕрарăм: “Укçа! Укçа!” тесе кăшкăрать. Укçине пỹрт сакайне пытарнă пулнă. Н. Афанасьев çунакан пỹрте кĕрсе тỹрех сакайне сикрĕ. Унта çăра та йỹçĕ тĕтĕм мăкăрланать. Н. Афанасьев тухрĕ, аллинче темĕнле кĕленче савăт, хăй каçса кайса ỹсĕрет. Пỹртрен кил хушшине чупса тухрăмăр кăна, çунакан пỹрт тăрри урайне йăтăнса анчĕ. Кăшт кăна ан ĕлкĕр... Н. Афанасьев унтах юлатчĕ. Ун хăюлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнетĕп: çак тĕслĕх чăн-чăн паттăрлăх мар-и-ха? Н. Афанасьев общество ĕçĕсене те активлă хутшăннă. Пĕр вăхăт “Нива” совхозăн партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ, профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă. Темиçе созыв Кĕçĕн Шетмĕ ял Совет депутачĕ, 2001—2012 çулсенче хуçалăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕ. Н. Афанасьева час-часах вырăнти суйлав участокĕн председательне суйланă. Запасри офицер, аслă лейтенант. Вырăнти илемлĕх пултарулăх коллективĕн яланхи участникĕ пулнă вăл. Николай Афанасьева ĕçри çитĕнỹсемшĕн “Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май”, “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе, ытти паллăсемпе чыс тунă. Унăн паян та нумай-нумай Дипломсемпе Хисеп хучĕсем упранаççĕ. Мăшăрĕпе, Марта Васильевнăпа, 50 çул пурăнса виçĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ, тăван ялтах пурăнаççĕ, кашниех кил-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Володя — Владимир Николаевич ĕнтĕ, ялти шкул учителĕ. Виталийпе Андрей хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсем. Кĕçĕн Шетмĕре Виталий Петров артист-юрăç урамĕпе иртнĕ чухне кашниех Николай Афанасьевичпа Марта Васильевна хăйсен вăйĕпе лартнă капмар çурта хирĕçех Кĕçĕн Шетмĕ хĕрринчен йăтăнса пыракан тарăн шырланăн çулне пỹлес тесе лартса хăварнă шап-шурă та йăрăс хурăнсене çуллахи вăхăтра тĕлĕнмесĕр, ытараймасăр пăхса иртме пултараймаççех. Ялта пурăнакансем вĕсене “Ухванеç Колин хурăнĕсем теççĕ. Вĕсене ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри — Николай Афанасьев лартса хăварнă. Чĕрĕ палăк пулса юлать те ĕнтĕ. Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ хăйĕн çывăх юлташне — чăваш халăх поэтне Петĕр Хусанкая халалласа çырнă “Тав сана!” сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: Ахаль мар эп татăлса каласшăн: Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур — Юлташ пултăр хăвăнтан маттур! Чăнах та, питĕ маттурччĕ пурнăçран маларах кайнă юлташăмăр — Николай Афанасьевич. Çавăн пек маттурлăха унăн тăхăмĕсенче те курасса шанас килет. Çапла пултăрччĕ.
Н. Семенов-Çемен Эреш.