29 ноября 2019 г.

Ачасен музыка пултарулăхне аталантарас, календарлă халăх уявĕсене хутшăнма хавхалантарас, аннесене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе эпир аслă ушкăнпа Аннесен уявне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Илемлетнĕ музыка залне амăшĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем пухăнчĕç. Чи çывăх çынсене саламлама ачасем капăр тумланнă, вĕсен пичĕсенче савăк йăл кулă палăрать. Амăшĕсемпе çыхăннă юратăва пепкесем сăвă йĕркисенче, юрăсенче, ташăсенче палăртрĕç. Унсăр пуçне амăшĕсем тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле "Ăшă сăмахсем", "Чи маттуррисем", "Сукмак тăрăх, çул тăрăх", "Анне сасси" ăмăртусенче хутшăнса, вăйăсем выляса, такмаксем каласа савăнчĕç. Ачасен те, юратнă çыннисен те ку-çĕсем телейпе тулчĕç. Юлашкинчен маттурсем юратнă амăшĕсене хăйсем ăсталанă ĕçĕсене — саламлă открыткăсем — парнелерĕç. Асăнмалăх сăн ỹкерчĕç. Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç. О. Горшкова, И. Степанова.