АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕсен кунĕнче — ылтăн туй

29 ноября 2019 г.

Амăшĕсен кунĕнче — ылтăн туй

 Çемье вăл — кил. Çемье вăл юратупа шанчăклăх тупнă тĕнче. Çемье вăл — савăнăçпа хуйха пĕрле пайлани, вăл ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕркене тытса пыни... Шăпах çакăн пирки 50 çул каялла Александр Осековичпа Тамара Моисеевна Тянсем ĕмĕтленнĕ... 2019 çулхи чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Амăшĕсен кунĕнче, Красноармейски район администрацийĕн ЗАГС пайĕ юбилярсене "ылтăн туйпа" саламларĕ. Мăшăр кунран-кун хăйсен çутă та таса, хỹхĕм юратăвне сыхласа хăварма пултарнă. Пурнăçра йывăрлăхсем пулнă пулсан та, вĕсем хăйсен пурнăç кĕнекине пĕр-пĕрне пулăшса пĕрле çырнă. Юрату историйĕ хĕвеллĕ Узбекистанра пуçланнă. 1968 çулта вун саккăрти Тамара шкул пĕтерсен тăванĕсем патне Чиназ хулине хăнана кайнă. Шăпа кỹршĕре пурăнакан каччăпа — Александрпа — паллаштарнă. Икĕ çамрăк чĕринче юрату чечекĕ çурăлнă — çирĕп те тĕреклĕ çемье тĕвĕленнĕ. Александр Осековичпа Тамара Моисеевна пĕр-пĕрне ĕлĕкхи пекех юратаççĕ. Мăшăр виçĕ ача — Сергей, Наталья, Андрей — çуратса ура çине тăратнă. Халĕ Тянсем тăхăр мăнукпа, пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Çак паллă кун юбилярсем телейлĕ те чуна пырса тивекен самантсене аса илчĕç: пĕрремĕш тĕл пулу, уçăлса çỹрени, пĕрле кинона кайни... Савăнăçлă лару-тăрура мăшăр çĕрĕсемпе ылмашăнчĕç, ылтăн туя алă пусса çирĕплетрĕç. ЗАГС пайĕн ертỹçи Е. Павлова юбилярсене ырлăх-сывлăх сунчĕ, Красноаормейски район администрацийĕн пуçлăхĕн А. Кузнецовăн Тав çырăвне тыттарчĕ, парне пачĕ. Мăшăра килнĕ хăнасем, тăванĕсем саламларĕç. Александр Осековичпа Тамара Моисеевна вальс ташларĕç, телейлĕ çемьен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç, асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç. Е. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика