АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем — черетлĕ ларура

29 ноября 2019 г.

Иртнĕ юнкун район депутачĕсен Пухăвĕн улттăмĕш созыври черетлĕ 44-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Петров ертсе пынă. Ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, райадминистрацин ытти тытăмĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ларура районăн кăçалхи бюджетне тĕрĕслевсем кĕртнĕ, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи бюджета тишкернĕ. Финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. Владимирова кăçалхи 9 уйăхра район бюджетне епле пурнăçлани пирки каласа кăтартнă. Унта çавăн пекех 2019 çулта районăн муниципаллă пурлăхне харпăрлăха куçарас тата 2020-2021 çулсенче районăн муниципаллă пурлăхне харпăрлăха куçарассин тĕп енĕсене тишкернĕ, районăн куçман пурлăхне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пурлăхĕ çине тỹлевсĕр куçарассине пăхса тухнă. Пухура пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Ларура ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Н. Угаслова Трак ен ĕçĕ-хĕлне, пурнăçне хастар хутшăннăшăн “Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ятне пама йышăну тунă. Вăл пулăшнипе Красноармейскинче, Мăн Шетмĕре тата Алманчра чиркỹсем çĕкленеççĕ. Николай Федорович районти ача сачĕсем, шкулсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çине хутшăннисене асăнмалăх стелăсем валли стройматериалсем уйăрса парать. Н. Угаслов çул-йĕр тума та, тĕрлĕ культурăллă мероприятисене йĕркелеме те тăтăшах хутшăнать. Ăна Трак ене аталантарас ĕçре пулăшу кỹнĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика