АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп редактор кунĕ

29 ноября 2019 г.

Тĕп редактор кунĕ

 Чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви уйăхсерен йĕркелекен тĕп редактор кунĕ иртнĕ. ЧР Правительствин Çурчĕн конференц-залĕнче йĕркеленĕскерĕнче массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарассин актуаллă ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Çавра сĕтел хушшинче иртнĕ тĕл пулăва республикăри, хуласемпе районсенчи хаçатсен редакторĕсем, ЧР Роскомнадзор, федерацин монополи службине хирĕçле ĕçлекен регионти управленийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Мероприятинче савăк лару-тăрура ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе регионти чи пысăк технологи кампанийĕсен пĕрлехи проекчĕн — “Чувашия онлайн” конкурсра çĕнтернĕ журналистсемпе блогерсене чысланă. “Чăваш Енти РТПЦ” РТРС ертỹçи Д. Авербах республикăра цифрăллă курав çине куçма пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР информполитика министрне М. Анисимова А. Романченко алă пуснă Тав çырăвне панă. Роскомнадзорăн Чăваш Енти управленийĕн ертỹçи Т. Евдокимова пухăннисене асăннă тытăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсене пырса тивекен саккунсенчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартнă. Федерацин монополи службин хирĕçле ĕçлекен регионти ертỹçин çумĕ В. Котеев редакцисем “Реклама çинчен” саккуна еплерех пăхăнса ĕçлени пирки пĕлтернĕ. Массăллă информаци хатĕ-рĕсенчи реклама материалĕсемшĕн унăн заказчикĕсем те, ăна хатĕрлекенсем те, саракансем те явап тытаççĕ”, — тенĕ вăл. “Хаçатăн аудиторине тата унăн тиражне епле ỹстермелле?” Шăпах çакăн вăрттăнлăхне уçса панă та “Грани” Издательство çурчĕн тĕп директорĕ Н. Колыванова тата хаçат редакторĕ Д. Новак. Министерствăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи Е. Кудряшова район-хула хаçачĕсене тишкерсе критика еплерех пулса пыни пирки каласа кăтартнă. Тĕп редактор кунне М. Анисимов йĕркелесе пынă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă. Ю. Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика