АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен делегацийĕ XVIII Спартакиадăн кĕрхи тапхăрне хутшăннă

26 ноября 2019 г.

Трак ен делегацийĕ XVIII Спартакиадăн кĕрхи тапхăрне хутшăннă

 Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн район делегацийĕ ЧР патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен XVIII Спартакиадин кĕркуннехи юлашки тапхăрне хутшăннă. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ СШОРăн спорт комплексĕнче иртнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Спартакиадăн кĕрхи тапхăрĕнче эстафета майĕпе шывра ишесси, дартс тата волейбол вăййисем кĕреççĕ. Кунта 56 команда тупăшнă. Спорт уявне килнисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Ю. Васильев саламланă. Вăл Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ячĕпе спорта сарма, ĕç коллективĕсенче сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнăшăн тав сăмахĕ каланă, спорт уявне хутшăнакансене çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу суннă. Аса илтерер: ЧР патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен Спартакиади 18 хут иртет. Спорт ăмăртăвĕсем çулталăк хушшинче тапхăрăн-тапхăрăн виçĕ ушкăнта иртеççĕ. Патшалăх тата муниципаллă служащисем спортăн 13 енĕпе тупăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика